Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă мини-футболта виҫҫĕмĕш вырăна тухнă хулари 61-мĕш №-лĕ шкулта вĕрененекенсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ саламланă

Михаил Игнатьев поздравил команду СОШ № 61 с третьим местом на всероссийских соревнованиях по мини-футболуАка уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Мини-футбол – в школу» пĕтĕм Раҫҫейри проектăн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ.

Иртнĕ эрнере, пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче, каччăсемпе хĕрсем хушшинчи 14-15 ҫул тата 16-17 ҫул тултарнисем хĕрӳ тупăшура хăйсен ăсталăхне кăтартнă, ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ.  Пĕтĕм Раҫҫейри финал ăмăртура пурĕ 56 коллективран шкул ачисем пулнă.  Атăлҫи федераци округне хӳтĕленĕ Шупашкарти 61-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекенсем бронза медале тивĕҫлĕ пулнă. Иван Захаров пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 61-мĕш шкулта вĕренет, ăна турнирăн чи чаплă вратарĕ тесе хакланă.  

Ҫамрăк футболистсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă, вĕсен тренерне Сергей Лесина мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Ҫакăн пек пысăк ҫитĕнĕве федераци шайĕнче ҫĕнсе илни пурсăмăра та хавхалантарать. Команда чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклет. Чăваш Енре пурăнакансем сирĕнпе мăнаҫланаҫҫĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Регион Ертӳҫи ачасен ашшĕ-амăшĕсене те уйрăммăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Вĕсене хăйсен ачисене ҫакăн пек пулма вĕрентнĕшĕн, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳнĕшĕн ырланă.  

Командăн тренерĕ Сергей Лесин палăртнă команда мини футбол енĕпе Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ăмăртусенче финала 2015 ҫулта тухнине аса илнĕ.  Сăмах май, ăмăртусенчи тĕп самантсем пирки тарăнрах каласа кăтартнă регион Пуҫлăхне.  

Пирĕншĕн пĕтĕм шкул ăшшăн турнира пăхса хакласа пынă. Тӳрĕ эфирта мероприятине кăтартнă. Ставрополь крайĕнчен команда питĕ ăста вылянине те палăртнă тренер. Виҫҫĕмĕш вырăна тухассишĕн шăпах та, вĕсемпе тупăшма тивнĕ пирĕннисене.  Пур-пĕрех ҫивĕч ăмăртура хирĕҫле командăна пирĕн ентешсем парăнтарнă.

Уҫă калаҫăва паян Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, хулари 61-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн директорĕ Наталья Гурьева хутшăннă.  

Ачасем хăйсен тивĕҫне сумлăн хӳтĕленĕ. Эпир вĕсемпе савăнатпăр тесе пĕлтернĕ шухăша Наталья Гурьева. Яш-кĕрĕм вĕренӳре те ĕлкĕрсе пынине пĕлтернĕ вăл.  Хатĕрленӳ тапхăрĕ ӳлĕмрен те пулĕ, пуласлăхра тен пĕрремĕш вырăна та ҫĕнсе илĕпĕр тенĕ директор сăмаха ҫавăрса.

Нумаях пулмасть шкулта хĕрсен ушкăнне те йĕркеленĕ. Ҫамрăксем хаваспах футбол выляма ҫӳреҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕ.   Кăҫал вĕсем нарăс уйăхĕнче Чулхулара иртнĕ ăмăртура 14 регион хушшинче 10-мĕш вырăн йышăннине хыпарланă вăл сăмаха малалла вакланă май.    

Ҫӳлерех асăннă шкул республикăри чи пысăкки шутланать. Унта 1750 ача ăс пухать. Ăсталăха тĕрлĕ енлĕн туптама условисем чаплă шкулта.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шкул ҫывăхĕнче вырнаҫнă футбол уйне ҫутăпа тивĕҫтермеллине каланă, каҫ кӳлĕм ачасене выляма условисем пулмаллине асăннă. Ыйтăва пуласлăхра татса памаллине те палăртнă. Малашне енчен те команда республика чысне федераци шайĕнче хӳтĕлеме спорт ăмăртăвĕсене каять пулсан, вĕсене пĕр пек формăпа тивĕҫтермеллине, бюджетран тĕрев памаллине палăртнă ертӳҫĕсем.  

Фоторепортаж



03 апреля 2019
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter