Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ыйтăвĕсем ҫине туллин хуравсем панă

 Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Сессийĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.   

Михаил Игнатьев хăйĕн отчетĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 204 №-лĕ Указĕнче ҫитес ултă ҫул валли наци тĕллевĕсене ҫирĕп пăхса хăварнине асăннă.

Мĕнпур ыйтусене тĕпрен пурнăҫа кĕртме тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 25 триллион та 700 миллиард укҫа пăхса хăварнине те хыпарланă Пуҫлăх.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ тĕпрен ырă енне улшăнасси куҫкĕретех тенĕ вăл.

Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси, чухăн пурăнакансен йышне пĕчĕклетесси, граждансен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парасси, экономика аталанăвне ҫӳле ҫĕклесси, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ тытăмне вăйлатасси, инфратытăма ҫĕнетесси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнине асăннă регион Пуҫлăхĕ.

«Сирĕн сĕнĕвĕрсем, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Ӳлĕмрен те Чăваш Енре пурăнакан халăхсен ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫсене тухăҫлă пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă депутатсене.  

Тарăн отчет тунă хыҫҫăн, республика Пуҫлăхĕ депутатсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  

Депутатсене ку хутĕнче предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем налуксем тӳлени кăсăклантарнă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе йышăннă ҫĕнĕлĕх те кун йĕркинче пулнă вĕсен. Китай халăхĕ региона инвестици хывни пирки ыйтса пĕлнĕ регион Пуҫлăхĕнчен. Хулари ЖКХ ыйтăвне те тапратнă депутатсем.

Михаил Игнатьев налуксем пирки ҫапларах хурав панă: «Эпир нихăҫан та предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем ытларах налуксем пуҫтарччĕр тесе тĕллев лартмастпăр. Пур ҫынсем те налуксене саккунсемпе килĕшӳллĕн тӳлесе пыраҫҫĕ», - тенĕ.  

Китайран килнĕ инвесторсем пирки регион Пуҫлăхĕ вăл ĕҫ килĕшӳ ĕҫ хучĕсемпе тӳр килсе пынине асăннă. Паллă, бизнесменсем агропромышленноҫ пайĕпе ĕҫлеме тĕллев лартнă. Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. 

Региона Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Посольствин Полномочиллĕ министрĕ Фань Сяньжун ертсе пыракан сумлă делегаци килсе кайнă. Хăнасем регионти предприятисенче пулнă, вĕсен ĕҫĕпе кĕскен паллашнă.  Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасемпе тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем хăйсен шухăшĕсем пирки каласа кăтартнă, чăваш халăхĕ питĕ ырă кĕтсе илме пĕлнине асăнса хăварнă.    Регионăн ҫитĕнĕвĕсене курса ĕненнине пĕлтернĕ хăнасем. Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕ 2013 ҫултанпа пурнăҫа кĕрсе пынине кура, регионсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ  опычĕсемпе паллашма пултарни паха, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма та меллĕ.

Чăваш Енре, «Сычуань Рэйлвэй Инвестмент Групп Ко. ЛТД» ҫав тери пысăк предприяти, инвестици хывать.  Унăн капиталĕ 20 млрд танлашать. Корпорацинче пĕтĕмпе 20 пин ҫын ĕҫлет. Чăваш Енре вĕсем  проекта пурнăҫа кĕртме 10 миллиард инвестици хывма палăртнă. 2018 ҫулта нарăс уйăхĕнче  «Сычуань-Чувашия Агропромышленная Торговая Компания» ТМЯО 800 млн уставной капиталпа регистрациленнĕ.

2018 ҫулта утă уйăхĕнче Пăрачкав районĕнче Китай бизнесменĕсем 25 ҫуллăха ҫĕрсене аренда шучĕпе хăйсем ҫине аукцион ирттернĕ хыҫҫăн илнĕ.  Пурĕ вĕсен 4,8 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ĕҫлеме ирĕк пур. Палăртмалла, вăл ҫĕрсене вуншар-вуншар ҫул пĕрре те ҫаврăнса пăхман, унта ҫум-курăк анчах мар, усал йывăҫ-тĕмсем кĕҫҫеленсех ларнă. Ҫĕр пурлăхĕ тĕпрен пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра инвесторсем ҫĕре тирпейлессипе тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ. Ҫурхи культурăна акса хăварма та план тунă вĕсем.

Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 3500 сăвăнакан ĕне пулмалла. Сĕт-ҫу тирпейлесе кăларакан завода та хута яма шут тытнă вĕсем. Кунне 800 тонна сĕн тирпейлеме пуласса шантараҫҫĕ инвесторсем.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси пирки ыйтăва итленĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев кăҫал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ял халăхĕн тарифĕ 20 процента ҫити пĕчĕкленĕ тенĕ. Кăтарту Атăлҫи федераци округĕнчи регионсемпе танлаштарсан чи лайăххи хыҫҫăн эпир пулнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Тепĕр пилотлă проект пурнăҫа кĕрсе пырĕ, ҫуп­-ҫапа уйăрса тирпейлесси. Кун пек ĕҫе хальлĕхе Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлеттерме плана кĕртнĕ. Кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа ĕҫ-пуҫ вырăнтан тапранасси куҫкĕретех пулĕ. Ҫул карттине пăхса тухса йышăнса хăварнине те асăннă Пуҫлăх.

Ачасене мĕн пĕчĕкренех тирпейлĕ пулма вĕрентмелле аслисен. Ун пек чухне тин тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланĕ тенĕ Михаил Игнатьев.

ЛДПР депутачĕ хулари ЖКХ ыйтăвĕ пирки хускатнă, йĕрке ҫуккине асăннă. Кăлтăксем хальлĕхе пĕтменнине хыпарланă Пуҫлăх. Тĕрĕслев ĕҫĕсем халĕ те пыраҫҫĕ-ха тенĕ вăл.  

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пурне те уҫҫăн калаҫнăшăн тав тунă, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн мухтанă, малашне те граждансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă. 



30 апреля 2019
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter