Чăваш Енре право йĕркипе титвĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашской Республике в I квартале 2019 г. после предоставления уточненных налоговых деклараций в бюджет поступило более 87 млн рублейАка уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре право йĕркипе титвĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ăна видеоҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ. Паллă пулăма республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.  

Ĕҫе пухăннисем йĕрке пăснă ҫынсен шăписем пирки, вĕсем тепĕр хутчен инкек кăларса тăратасран сыхă тăмалли ҫинчен тĕплĕн ыйтусене пăхса тухнă.   Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствин обществăлла йĕркене асăрхаса тăрассипе ĕҫлекен пуҫлăхăн ҫумĕ Александр Макаров хăйĕн докладĕнче, 2018 ҫулта пуҫласа регионта йĕрке пăсакансем тепĕр хут инкек кăларса тăратнă тĕслĕхсен шучĕ самай чакнине, кăтарту 57,7 процентпа танлашнине хыпарланă. РФ – 58,3 процент, Атăлҫи федераци округĕнче вара ку 61,5 процента ҫити хăпарни сисĕнет. Кăҫал пĕрремĕш кварталта рецидивлă преступленилĕх кăтартăвĕ 56,4 процент пулнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ҫулсеренех регионта йĕрке пăсакансем тепĕр хут пăтăрмахсем кăларнă тĕслĕхсем сиксе тухаҫҫĕ, кăтарту 5 пине те ҫитсе пырать. Кăҫал вара ҫак шут пинрен иртсе кайнă», – тесе каланă Александр Макаров. Йĕрке пăсакансенчен 75 проценчĕ ниҫта та ĕҫлеменнисем.  Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, ĕҫсĕр шутланаканнисем тесе вĕсенчен пурĕ те 8 проценчĕ ҫеҫ тăрать учетра.

Полици ĕҫченĕ кун йышши ҫынсене саккун йĕркипе ĕҫпе тивĕҫтермелли пирки ĕҫ хутне йышăнса хăварсан питех те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе каланă.   Тĕрмерен ларса тухнисене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшаканнисенчен пĕри – вĕсене вăхăтра кирлĕ пек ĕҫпе тивĕҫтерни.  Патшалăх енчен тĕрев пăхса хăварсан та питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса.   

УФСИНран тухнисене пĕрлехи базăна кĕртсе хăварсан меллĕ, ун пек чухне вĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме пулать, вăхăтра та тĕрлĕ пулăшусемпе, сĕнӳсемпе тивĕҫтерме аван тенĕ ертӳҫĕн ҫумĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă категорири ҫынсене пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.   Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслеве илме, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма хушнă.    

Федерацин налук службин регионти Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова предприятисемпе организацисен ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, налук тӳлеме хирĕҫлекеннисем ҫинчен каласа панă. Пĕр кунлăха ĕҫлекен фирмăсене пăрахăҫлассипе ҫине тăрсах кĕрешнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Юлашки ҫулсенче налуксемпе ҫыхăннă саккунсене пăсасран, тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пынине те хыпарланă ертӳҫĕ. Кăҫал пĕрремĕш кварталта республика хыснине налуксенчен хушма укҫа-тенкĕ 87 млн кĕнĕ тесе пĕлтернĕ вăл. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен кăтарту 31 процент пысăк пулни курăнать.

Налук службин ĕҫченĕсем тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртнă ертӳҫĕ.

Михаил Игнатьев сăрă схемăсемпе ĕҫлекенсене тупса палăртассипе ҫивĕчрех ĕҫлеме чĕнсе каланă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене. Пур ҫĕрте те йĕрке пулсан, хамăрах лайăх, бюджет тулса пырать, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама та меллĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Тепĕр тесен, яваплăха туйса ĕҫлекеннисем валли патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куҫать, ҫакна питĕ лайăх ăнланмалла бизнес сферăра ĕҫлекенсен.

Канашлăва пухăннисем, эрех-сăра ĕҫекен граждансем пирки те сăмахланă, вĕсемпе ытларах профилактика ĕҫне йĕркелемеллине палăртнă.

Умра ҫу уйăхĕн вăрăм уявĕсем. Апла пулсан, уйрăмах эрех-сăра патне туртăнакан граждансем патне тимлĕх уйăрмалла, вĕсене сыхă тăмалла. Кăҫал пĕрремĕш кварталта йĕрке пăсакансенчен 86,7 проценчĕ шăпах та, усал шĕвеке ĕҫсе пăтăрмахсем кăларса тăратнă. Ачасем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни те пурсăмăра та шухăша ярать. Тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть. Кăҫал виҫĕ ача, амăшĕсем ӳсĕр пулнине кура, пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.  

Канашлура ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарти ятарлă учреждени пирки чарăнса тăнă, унта эрех-сăра ĕҫекенсене тытса чарнă хыҫҫăн вырнаҫтараҫҫĕ, урăлсан вара киле яраҫҫĕ. Михаил Игнатьев унта та ытти регионсенчи тĕслĕхсене шута илсе мероприятисене йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă.   

Фоторепортаж



30 апреля 2019
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter