Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Пушар хуралĕн ĕҫченĕн профессийĕ - кăткăс та яваплă, хăрушлăхпа ҫыхăннă, хăюллă та паттăр пулма хистекен, ҫивĕч лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелли ĕҫ. Чăваш Енĕн вут-ҫулăмпа кĕрешекенĕсем хăйсемшĕн ҫак пахалăхсем пурте кăтартуллине пĕрре кăна мар ĕнентерсе панă. Вĕсем инкеке лекнĕ ҫынсене пулăшма кирлĕ самантра ҫитеҫҫĕ, ҫынсене пушарсенчен хăтараҫҫĕ, пурлăха тата ҫут ҫанталăка упраса хăвараҫҫĕ.

Пирĕн республикăра пушар подразделенийĕсене вут-ҫулăмпа кĕрешмелли ҫĕнĕ техникăпа тивĕҫтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вăрмансене пушарсенчен сыхлама, унти пушар хăрушсăрлăхне тивĕҫтерме, ҫавăн пекех вăрман пушар техникипе оборудованийĕ туянма ҫуллен ҫĕр-ҫĕр миллион тенкĕ уйăратпăр. Влаҫăн пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă мĕн пур органĕ тачă ҫыхăну тытса ĕҫлессине йĕркеленĕ, ҫакă вут-ҫулăма вăхăтра парăнтарма тата сиен калăпăшне чакарма май парать.

Республикăн пушар службин мĕн пур ĕҫченне, ирĕклĕ пушар дружинисен членĕсене, хăйсен пуян опытне ҫамрăксене паракан ветерансене чунтан тав тăватăп. Хăвăрăн  ҫăмăл мар, хăрушлăхпа ҫыхăннă ĕҫĕрте ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Михаил ИГНАТЬЕВ

 



30 апреля 2019
07:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter