Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерствин анлă ларăвĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаҫнă

Михаил Игнатьев выступил на расширенном заседании Коллегии Министерства энергетики Российской Федерации Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре. Унта Пуҫлăх Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерствин анлă ларăвĕн ĕҫне хутшăннă. Мероприятине пухăннисем 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, тĕллевсем пирки канашланă.  

Анлă ларăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Козак тата Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ Александр Новак ертсе пынă. Канашлу ĕҫне ҫавăн пекех федерацин влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсен пуҫлăхĕсем, Раҫҫейĕн Энергетика министерстви ҫумĕнчи Общество канашĕн членĕсем  тата ытти официаллă ҫынсем чылайăн хутшăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларура тухса калаҫнă, регионта предприятисене аталантарас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. Энергетика пайĕнче пысăк технологи вăй илнине, паха таварсем тĕнче шайĕнчи рынока тухнине асăннă. Кулленех организацисен пурлăхпа техника бази ҫĕнелсе пынине, ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳснине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Енри электротехника  тытăмĕ ҫĕршывĕпех анлăн сарăлса пырать. Регионта асăннă ыйтупа  пысăк 40 предприяти тимлет, вĕсем 100 пин тĕрлĕ тавар тирпейлесе кăлараҫҫĕ.

Импорта улăштарассипе те Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем курăмлăн ĕҫлеҫҫĕ.  Тĕнчере таварсем анлă сарăлнă. Ют ҫĕршывсем те пирĕн таварсене хапăл туса йышăнни куҫкĕретех. Михаил Игнатьев Шупашкарти «Ҫеҫпĕл»  АХО ĕҫĕ пирки чарăнса тăнă, вĕсем 150 тĕрлĕ тавар калăпланине хыпарланă.  

Энергетика тытăмĕ валли чаплă специалистсем хатĕрлесе кăларас ĕҫ те тивĕҫлĕ шайра пулса пынине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.

2016 ҫулта промышленноҫ предприятийĕнче ĕҫлеме паха специалистсем хатĕрлекен регионсен хушшинчи центра хута янă. Специалистсем автоматика, радиотехника ыйтăвĕсемпе пысăк профессионалсем пулса тухаҫҫĕ вăл учрежденирен.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ларăва пухăннисене ака уйăхĕн 23-26-мĕш кунĕсенче Шупашкарта пулакан наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăнма чĕнсе хăварнă. Ун чухне специалистсен тĕрлĕ куравсемпе те паллашма майсем пулĕҫ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Александр Новак Михаил Игнатьева мухтанă, ҫӳлерех асăннă тытăма пысăк тĕрев панăшăн ырланă, ыттисемшĕн паха тĕслĕх тесе хакланă. Энергетика Министрĕ Шупашкарта чăнласах та, ĕҫ ушкăнĕн ларăвне йĕркелесе ирттерсен пуриншĕн те усăллă пуласса шанса каланă.    

Фоторепортаж



05 апреля 2019
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter