Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă ĕҫ хутшăнăвĕсене тивĕҫтерсе тăрассипе ĕҫлекен виҫĕ енлĕн комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание трехсторонней комиссии по регулированию социально-трудовых отношений в Чувашской РеспубликеАка уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă ĕҫ хутшăнăвĕсене тивĕҫтерсе тăрассипе ĕҫлекен виҫĕ енлĕн комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Комисси ĕҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Министрсен Кабинечĕн пайташĕсем, организацисен ертӳҫисем, профсоюз членĕсем хутшăннă.  

Михаил Игнатьев лару ĕҫне тытăннă май, кун йĕркине кĕртнĕ ҫивĕч ыйтусем республикăра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

«Предприятисемпе организацисенче ĕҫе епле йĕркелесе пынинчен халăхăн кăмăл-сипечĕ пĕтĕмпех палăрса тăрать. Ҫĕршывра, регионта социаллă политика лару-тăрăвĕ тăнăҫлă аталанса пыни те ҫак ыйтусенчен пĕтĕмпех килет», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе проофсоюз членĕсем хушшинче ҫирĕп ĕҫлĕ ҫыхăну пулса пымаллине асăннă вăл калаҫăва малалла тăснă май. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Региональное объединение работодателей ЧР»  пĕрлешӳ тата «Чăвашрессовпроф» пĕр-пĕрин хушшинче килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне те тахҫанах алă пусса ҫирĕплетнĕ. Килĕшӳсем пĕтĕмпех ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ.   

Планпа килĕшӳллĕ пурнăҫласа пынă ĕҫсем ҫитĕнӳсемпе палăрма пулăшаҫҫĕ. Халăха тивĕҫлĕ ĕҫпе тивĕҫтерсе пырасси те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Граждансен ыйтăвĕсене 86,5 процента ҫити пурнăҫланă, кăтартупа 2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕнче регион иккĕмĕш вырăна тухнă.  

Чи лайăх кăтарту – производствăра айăпланнисен шучĕ чакни. Юлашки 6 ҫул хушшинче предприятисемпе организацисенче ĕҫ вăхăтĕнче сусăрланнисен шучĕ 1,7 хут пĕчĕкленнĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче 2018 ҫулта пурнăҫланă ыйтусем пирки тарăнрах чарăнса тăнă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе халăхăн ĕҫ ыйтăвĕсене татса пама 414 млн тăкакланине асăннă министр. Вăл укҫаран 183 млн федераци центрĕ куҫарса панă,  231 млн вара республика хыснинчен уйăрнă, 81,3 пин ҫынна ĕҫ тупса панă.

«Чăвашрессовпроф» председателĕ Анатолий Коршунов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи ҫул предприятисемпе организацисене планпа килĕшӳллĕн тăтăшах тухса тĕрĕсленине хыпарланă. Пурĕ 473 организацийĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнине пĕлтернĕ.  Ҫитменлĕхсене те сахал мар тупнă, кăтарту – 4000 танлашать тенĕ вăл. Маларахри ҫулхинчен ҫитменлĕх 38,4 процент чухлĕ нумайрах. Сахал мар тĕрлĕ пулăшусем парса витĕм кӳнине те пĕлтернĕ ертӳҫĕ, 4000 ҫынăн ыйтăвне уҫăмлатма тӳр килнине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.

Чăваш Енри суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хăйĕн сăмахĕнче  вĕсен тытăмĕнче квалификациллĕ профессионалсем пулнине ҫирĕплетекен сертификатсемпе тивĕҫтерекен центр йĕркеленнине палăртнă. Промышленноҫ предприятийĕсем валли вĕсем паха специалистсем пулма хатĕрленине те асăннă ертӳҫĕ. 2018 ҫулта ҫу–ҫĕртме уйăхĕсенче пурĕ 353 ҫын хăйсен пĕлӳ шайне ӳстернине палăртнă.  Вĕрентӳпе методика центрĕ пурĕ 500 специалистăн пĕлӳ шайне ӳстерме витĕм кӳнĕ. Вĕсем тĕрлĕ организацисенче ĕҫлекенсем пулнă.  Ĕҫ сыхлавĕ ыйту ҫине тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех, 3000 ҫынна тарăн пĕлӳ панă.  Тулаш экономика пайĕнче тимлекенсене те сахал мар тĕрев панă. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур ыйтусене туллин тивĕҫтерни куҫкĕретех.  

Чăваш Енри суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин республикăн инвестици потенциалĕ пысăк тесе хакланă. Кун пирки предпринимательсем те ҫаплах калаҫҫĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Ку ыйту пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Леонид Ватковский докладра регионти предприятисене вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсене куҫарса пынине хыпарланă. Предпринимательлĕх пайĕ тĕрлĕ енлĕн пулăшăва туллин тивĕҫет тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă министр ҫумĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионта предпринимательсене аталанса пыма хăватлă тĕрев парать республика Правительстви тенĕ. Апла пулсан, инвесторсене шырамалла, вĕсене регионта кăна мар, республика тулашĕнчисене те явăҫтарассишĕн ырми-канми тăрăшмалла тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Ларăва пухăннисем, электроэнергишĕн, газшăн тата ытти пулăшусемпе усă курнăшăн тариф хакĕсем пирки чарăнса тăнă. Ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова тĕплĕнрех паллаштарнă.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйту – ачасен ҫуллахи тапхăрти канăвĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ачасенчен 65 процентне кану лагерĕсене вырнаҫтарма плана кĕртнине хыпарланă. Апла пулсан, 100 пин вĕренекен хăйсен сывлăхне, тавра курăмлăхне тĕрлĕ учрежденисенче ӳстерме пултарать.  Вĕсене валли республика бюджетĕнче 470 млн пăхса хăварнă. Профильлĕ сменăна лекес пулсан, пĕр ача валли 16 464 тенкĕ уйăрса хăварнă. Сывлăха ҫирĕплетме витĕм кӳрекен учрежденисене лекме вара пĕр вĕренекене валли 14 962 тенкĕ тăкакланасси те планра пур.   Ҫăмăллăхсем пĕтĕмпех пĕлтĕрхи пекех упранса юлнине палăртнă вĕренӳ министрĕ.  Ертӳҫĕсем ыйтăва итленĕ хыҫҫăн, йывăр ҫемьесенче ӳсекен ачасем пирки те сăмах пуҫарнă, учетра тăракансенчен 20 процентне тĕрлĕ учрежденисене вырнаҫтармаллине каланă. Енчен те ачасене сиплев, вĕренӳ учрежденийĕсене вырнаҫтарсан, вĕсем усал ĕҫсем тумĕҫ, обществăна сиен кӳмĕҫ. 



05 апреля 2019
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter