Çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен 1400 яхăн çынна çара ăсатма тĕллев лартнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатасси.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче Чăваш Енре 135 пин яш ҫар ретне тăма юрăхлине хыпарланă.  Сăмах май, пĕлтĕрхи ĕç-хĕл пирки чарăнса тăнă, призыв кампанийĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртнă. Республика пĕлтĕрхи призыв кăтартăвĕсемпе округра пĕрремĕш вырăн йышăннă, куçса çӳрекен вымпела тивĕçнĕ. Çар комиссариачĕн кăçалхи ĕç планĕ те паллă. Çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш Енрен 1398 çынна çара ăсатмалли çинчен пĕлтернĕ. Çак шутран 40 çамрăк Наци гварди ретне тăрĕ, ыттисем тĕрлĕ çара кайĕç. Тĕпрен илсен, çар комиссарĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме майсем çителĕклине пĕлтернĕ. Чăваш Енри çамрăксем çирĕп сывлăхпа палăрса тăраççĕ. Республикăра çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрни те сисĕнет. Çара каяссинчен тарса çӳрекенсен йышĕ çулсерен чакса пырать.

Чăваш Енри ҫар комиссарĕн ҫумĕ Александр Исаев хăйĕн сăмахĕнче Канашри сбор пункчĕ пирки чарăнса тăнă.  Патшалăх контрактне алă пуснă. Ҫурта тĕпрен юсаҫҫĕ. Кăҫал ака уйăхĕнче строительство ĕҫне тытăнаҫҫĕ. Нарăс уйăхĕ вĕҫлениччен объекта тĕпрен ҫĕнетсе пĕтермелле.

ТКО ыйтăвĕ те кун йĕркинчех. Михаил Игнатьев районсенче ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлеме ятарлă вырăнсем хатĕрлемеллине, контейнерсем те ҫителĕклĕ пулмаллине асăннă. Ыйтăва утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин татса памаллине чĕнсе каланă.  



08 апреля 2019
17:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter