«Наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн мĕнпур влаҫри ҫынсен пĕр командăри пек ĕҫлесе пымалла», – тенĕ Михаил Игнатьев

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ертӳҫĕсене хăй ҫак кунсенче «Наци проекчĕсем – пурнăҫлав тапхăрĕ» темăпа иртнĕ форумра пулни ҫинчен каласа кăтартнă.

Мероприятине РФ Правительствин мĕнпур членĕсем, РФ субъекчĕсен ертӳҫисем хутшăннине хыпарланă. Форума вара Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынине асăннă.   Канашлу ĕҫне пухăннисем, 2019 ҫулта пурнăҫламалли ĕҫсем пирки тарăн сӳтсе явнă, регионсенчи проектсем ҫинчен сăмахланă, 2024 ҫулсем валли федераци тата регион шайĕнче ыйтусене туллин тивĕҫтерсе ҫитермеллине пĕлтернĕ вăл. Наци проекчĕсемпе ĕҫлеме пĕтĕмпе 25,7 трлн тенкĕ  пăхса хăварнă. Тĕрев федераци тата регионсен хыснисенчен. Тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен те сахал мар пулăшу куҫнине те палăртса хăварнă тепĕр хут Пуҫлăх.

«Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашрăмăр. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указ пирки те самай канашларăмăр. Раҫҫейре пурăнакансен пурнăҫ условисене лайăхлатассипе ҫыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хускатрăмăр. Федераци министрĕсемпе чылай ыйтăва тарăн сӳтсе яврăмăр», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Форум ĕҫĕнче ертӳҫĕсем тăратнă тĕрлĕ сĕнӳсене пуҫлăхсем шута илнине те асăннă Михаил Игнатьев сăмаха ҫавăрса. «Маларахри тапхăрта патшалăх контракчĕсене 2-3 ҫуллăха алă пусса ҫирĕплетнĕ пулсан, ӳлĕмрен кăткăс объектсемпе 6 ҫула ҫитиччен тăсма йышăнса хăварнă. Вăл йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене уҫăмлатма май парĕ», – тенĕ Пуҫлăх.

Наци проекчĕсемпе ĕҫлемелли ытти ҫирĕп йĕркесене те тарăн сӳтсе явнине пĕлтернĕ Ертӳҫĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Евгений Дитрихпа уҫă калаҫу ирттернине асăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче сӳтсе явнă ыйтусем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци проектне Чăваш Ен хапăл тусах йышăннă. Ĕҫе регионта 2017-мĕш ҫултан кӳлĕннĕ. Пурĕ 245 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарнă.  

Чăваш Республики автомашина ҫулĕсемпе ҫыхăннă 3 проекта пурнăҫа кĕрсе пырать. 2019 ҫулта  «Дорожная сеть» проектпа ĕҫлеме 2 440,4 млн пăхса хăварнă. «Общесистемные меры развития дорожного хозяйства» ĕҫ валли – 165,2 млн, «Безопасность дорожного движения»  проекта 3,9 млн уйăрнă.

«Кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле килĕшсе пурнăҫламалла. Тĕп ĕҫсене вăхăтпа пурнăҫласа пымалла, вăраха тăсма никамăн а ирĕк ҫук», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен нацин 11 программипе туллин ĕҫлесе пырать. Вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать.

«Чăваш Республики наци проекчĕсене активлă пурнăҫа кĕртет. Кашни ĕҫе халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатма пурнăҫлатпăр. Влаҫ органĕсенче вăй хуракансен халăхпа пĕрле килĕшсе, пĕр командăри пек ĕҫлесе пымалла. Пурин те тĕллевсене пысăк шайра пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла», – каланă сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.  



08 апреля 2019
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter