«Наци проекчĕсем – пурнăҫлав тапхăрĕ» ыйтусемпе ҫынăннă анлă семинара Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в работе семинара «Национальные проекты – этап «реализация»Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Наци проекчĕсем, вĕсен пурнăҫланăвĕн тапхăрĕ пирки ҫыхăннă ыйтусемпе ирттернĕ форум ĕҫне хутшăннă. Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă.

Канашлу ĕҫне пухăннисем, 2019 ҫулта пурнăҫламалли ĕҫсем пирки тарăн сӳтсе явнă, регионсенчи проектсем ҫинчен сăмахланă, 2024 ҫулсем валли федераци тата регион шайĕнче ыйтусене туллин тивĕҫтерсе ҫитермеллине асăннă.  

Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахне пуҫланă май, проектсем пĕтĕмпех малалла ăнтăлмалли ĕҫсем тесе хакланă.  Раҫҫейре кун пек калăпăшпа нихăҫан та пысăк ĕҫсем пурнăҫламаннине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Наци тĕллевĕсене пурнăҫлама пĕтĕмпе 25,7 трлн тенкĕ  пăхса хăварнă. Тĕрев федераци тата регионсен хыснисенчен. Тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен те сахал мар пулăшу куҫнă.

Пĕтĕмпе  нацин 12 проектне пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă. Инфратытăма ҫĕнетессипе сахал мар мероприяти пурнăҫланă. Федераци шайĕнче 76 паспорта пăхса тухса йышăнса хăварнă. Комплекслă плансем, регионсенчи проектсем сахал мар, пĕтĕмпе кăтарту 3,5 пин ҫитнĕ.  

Форум ĕҫне пухăннисене «Раҫҫейĕн пуласлăхĕ» информаци порталĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ертӳҫĕсем наци проекчĕсемпе тарăнрах ĕҫлемелли ҫул-йĕрсем ҫинчен сăмахланă.

Мероприятине РФ Правительствин членĕсем хутшăннă. Кунсăр пуҫне ҫĕршыври мĕнпур регионсен пуҫлăхĕсем килсе ҫитнĕ. Кун пек ĕҫсем ӳлĕмрен те йĕркеленсе иртессине палăртнă пуҫлăхсем.

Чăваш Республики наци проекчĕсемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлет, 11 проектпа туллин ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пырать.   

Чăваш Енре кашни проекчĕпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма ятарлă ушкăнсем те йĕркеленĕ,  проектсен ĕҫне тишкерессипе Чăваш Республикин Экономика министерстви ҫумĕнче регионти проектсен офисне йĕркелесе янă. Ăна Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем кашни уйăхрах тĕрĕслесе тăраҫҫĕ. Кварталта, ҫулталăкне мĕнпур проектсене тарăн пăхса тухса мониторинг тăваҫҫĕ.

Палăртнă ĕҫе обществăлла политика институчĕсенче тимлекенсем, организацисенче вăй хуракансем хутшăнаҫҫĕ.

Регион шайĕнчи проектсем пурнăҫа епле кĕрсе пынине тĕрĕслевпе асăрхав службисем те тăтăшах тĕрĕслесех тăраҫҫĕ.

Асăннă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Евгений Дитрихпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем хăрушлăхсăр паха ҫулсем ҫинчен калакан программа пирки тарăн сӳтсе явнă.   

Чăваш Республики автомашина ҫулĕсемпе ҫыхăннă 3 проекта пурнăҫа кĕрсе пырать. 2019 ҫулта  «Дорожная сеть» проектпа ĕҫлеме 2 440,4 млн пăхса хăварнă. «Общесистемные меры развития дорожного хозяйства» ĕҫ валли - 165,2 млн, «Безопасность дорожного движения»  проекта 3,9 млн уйăрнă.  

Фоторепортаж



08 апреля 2019
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter