Чăваш Республикинче ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа эфир цифра телекуравне хута ярĕҫ

Паян Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче, Чăваш Енри ĕҫ тăвакан влаҫ тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе республика Пуҫлăхĕ кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – телерадиохыпарлава аталантармалли программа.

  Чăваш Енре федерацин телерадиохыпарлава аталантармалли тĕллевлĕ программа пурнăçланать. Проект ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин информполитика министрĕ Михаил Анисимов паллаштарнă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен республикăра аналог эфир хыпарлавĕ ĕçлеме чарăнать. Кабель е спутник хыпарлавĕн зонине лекменнисен  ятарлă оборудовани туянма тивет. Çав хатĕр пулăшнипе 20 канал тӳлевсĕр пăхма май пулĕ. Палăртнă хатĕре регионта мĕнпур почта уйрăмĕсенче туянма пулать.

Республикăра уйрăм категорире тăракан граждансене валли ятарлă ҫăмăллăхсем пăхса хăварнă. Пĕччен пурăнакан ватăсем, нумай ачаллă ҫемьесем, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсем, сахал тупăшлисем ҫӳлерех асăннă условисемпе усă курайраҫҫĕ.  

Çав вăхăтрах, министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сигнал çитеймен ялсем те пур. Ун пеккисем 83. Çак ялсенче пурăнакансен телевизор курас тесен ятарлă хатĕр туянма тивет. Вара спутник хыпарлавĕн организацийĕсем вĕсене те 20 каналпа тӳлевсĕр тивĕçтерĕç. Çавăн пекех, министр палăртнă тăрăх, çав хатĕрсене туянса пулнă тăкаксене бюджетран саплаштарма йышăннине хыпарланă.

Ҫăмăллăхпа усă кураканнисен 2019 ҫулта ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен, хăйсем пурăнакан вырăнта, социаллă хӳтлĕх паракан уйрăмсене ҫырупа тухмалла, специалистсем вара тĕп списока кĕртсе хăварĕҫ, ҫăмăллăхсемпе усă курма юранине ҫирĕплетĕҫ.

Цифра сечĕпе çыхăнмалли ыйтусене «хĕрӳ лини» телефонĕпе (8352) 26-11-11 шăнкăравласа уçăмлатма пулать. 

Кирек кам та цифра телекуравĕн мелĕсем тата унăн программисене йышăнмалли меслетсем пирки тулли информаци тӳлевсĕрех илме пултарать.

Кунсăр пуҫне хыпарсемпе тĕплĕнрех паллашас килсен, ҫак адреспа СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта тухмалла.

«Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Ен цифра телекурава куҫма хатĕр», – тенĕ министр Михаил Анисимов сăмаха пĕтĕмлетсе.  



08 апреля 2019
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter