Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çӳрес ĕçе йĕркелесси

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Шупашкарти халăха илсе ҫӳретекен транспорт ыйтăвĕ.

Пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çӳрес ĕçе йĕркелес ыйтупа транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов тарăнрах чарăнса тăнă.  Ĕҫĕн пуҫламăшĕнче пурĕ 43 муниципаллă мартшрут йĕркеленнине хыпарланă. Пĕтĕмпе 526 техника ҫула тухнă. Муниципалитет маршучĕсене ылмаштарнă хыҫҫăн, 182-шне пăрахăҫланă.   

Ырă пуҫару пурне те килĕшнĕ. Автобуссен паркне бюджет укçисĕрех çĕнетни, автобуссемпе çыхăннă аварисен шучĕ 9,6 процента ҫити чакни, троллейбус управленийĕн тăкакĕсене 76 миллион тенкĕ чухлех чакарни – лайăх улшăнусем.

Ҫав вăхăтрах халăха йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те чылай пухăннă. Автобуссем час-часах ҫӳременни граждансене ятлаҫтарнă.

«Авто-Экспресс-4» ТМЯО алă пусса ҫирĕплетнĕ ĕҫ хучĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă Евгений Павлов. Асăннă предприяти 8 маршутпа ĕҫленĕ.  Пур-пĕрех ĕҫ хутĕнчи пек йĕрке ҫирĕп пулса пыманни паллă пулнă.   

Маршрутсен сетьне улăштарнă май пысăк автобуссем кирлĕ çĕрте вăтаммисем çӳреççĕ, транспорт хатĕрĕсем килсе чарăнакан вăхăт интервалĕ пысăкланнă. Хула администрацийĕн Санкт-Петербургри «Автоэкспресс-4» компанипе пассажирсене илсе çӳреме тунă килĕшĕве татма тивнине кура унăн маршручĕсене каллех вăхăтлăх перевозчиксем йышăнаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ирсерен-каçсерен çивĕчлĕх пурри сисĕнет – пассажир йышлине кура ларса кайма йывăр.

Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков çивĕчлĕхе хăй вăхăтĕнче Санкт-Петербургри институт хатĕрленĕ реформа сĕнĕвĕсене туллин пурнăçламаннинче курать. Çав тĕллевсене тӳрре кăларас тесен пассажирсене илсе çӳрекенсем пурте саккунлă ĕçлессине тивĕçтермелле. Халь вара хăшĕсем чееленеççĕ. Вĕсем ирсерен-каçсерен, пассажир йышлă чухне, маршрут çине тухаççĕ, кайран вара, çын сахаллине кура тупăш пĕчĕк чух, ĕçлемеççĕ. Вокзалсен çывăхĕнчи территорисем тӳлевлĕ пулса тăнă май хăшĕсем хăйсем тĕллĕн пассажирсене лартмалли вырăнсем йĕркеленĕ тĕслĕхсем те пур – «Роща» çывăхĕнче, Бабушкин тăкăрлăкĕнче… 49, 21-мĕш маршрутсем çинче «таксистсем» ĕрчесе кайнă — чарăнусенчен халăха «тиесе» каяççĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кĕске вăхăтра конкурссем ирттерме чĕнсе каланă вырăнти ертӳҫĕсене. Пысăк предприяти вырнаҫнă районсенче каҫ кӳлĕм ытларах халăха илсе ҫӳретекен транспорта ямалла, ҫынсем икĕ сменĕпа предприятисенече вăй хураҫҫĕ, ун пек чухне вĕсене валли тĕрлĕ кăлтăксем кăларса тăратма юрамасть.  Транспортăн каҫхине вунă сехет хыҫҫăн та ҫӳремелле тесе уйрăммăн палăртса каланă Михаил Игнатьев.

«Транспорт пайĕшĕн чи пĕлтерĕшли халăх шутланать. Предпринимательсем тупăш илессишĕн ĕҫлеҫҫĕ. Ку вăл вĕсен пирвайхи тĕллев. Пирĕн вара вĕсен ыйтăвĕсене тивĕҫтерессишĕн график туса ĕҫлемелле. Укҫа кăна пуҫтарма кăмăл тăвакансенчен хăтăлмалла. Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлекенсемпе тату пулмалла», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче «Авто-Экспресс-4»  компанипе килĕшӳ хутне пăрахăҫланă хыҫҫăн, хальхи вăхăтра тишкерӳ юҫĕ пынине асăннă.  Алексей Ладыков  ҫапларах каланă: «Яваплăха туйса ĕҫлекеннисем тăкакпа ĕҫлеҫҫĕ», – тенĕ.  Ĕҫ хучĕсемпе килĕшсе ĕҫлемен предпринимательсем пирки те чарăнса тăнă.   Вĕсене суда пама йышăнассине хыпарланă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси патшалăх тĕллевĕ.  Йĕркене пăхăнманнисемпе ĕҫлеме юрамасть», – тенĕ сăмаха ҫавăрса.   Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствипе хула администрацийĕн ертӳлĕхне ыйтусене уҫăмлатма хушнă, халăха чăрмав кăларса тăратма юраманнине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă.

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин ыйтăва тĕрĕслеве илмелле, йĕрке пăсакансене тупса палăртмалла.  Такси пек пулса ĕҫлекенсене ҫирĕп йĕркене пăхăнма вĕрентмелле. «Чее» перевозчиксене вара вырăна лартмалла – ку енĕпе полици пулăшăвĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен çакă çынсен хăрушсăрлăхне пырса тивет. Çав шутра пассажирсене хăйсем тĕллĕн илсе çӳрекенсене те чармалла.

«Паллă, пассажирсем сахал укҫа тӳлесшĕн. Пĕчĕк хак пулни вĕсене килĕшет. Анчах та хăрушсăрлăх пирки вĕсем пачах та чухламаҫҫĕ имĕш. Инкеке лексен вĕсемшĕн кам явап тытассине те хăйсем пĕлмеҫҫĕ», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  



08 апреля 2019
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter