Суту-илӳ пӗлӗвĕллĕ йăхташ Эстонире чăвашла радиокăларăмсем хатĕрлет
"Чӑваш ҫӗршывӗ маттур ывӑл-хӗрӗпе пуян. Ҫаксенчен пӗри 35 ҫул ытла Эстонире Таллин хулинче пурӑнакан ман ентеш, Елчĕк ялӗнчен - Ираида Захарова. Манӑн Фейсбукри "Тӗнчери чӑвашсем" ушкӑнӗнче паллашса туслашса кайрӑмӑр унпа. Пӗр урамра ҫуралса ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ иккен эпир. Кукамайсем те пӗр ялтанах, ача чухне Вăрăмхăвана сахал мар ҫӳренӗ", - пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине Турцинче пурăнакан Надина Джавадова. Аса илтерер: Надина - Стамбулти "Тĕрĕк тĕнчинчи хĕрарăмсем" общество организацийĕн членĕ.
"Халӑх вӗрентӗвӗн ырӑ енӗсене ҫамрӑкранах ӑша илнӗ ҫын ҫеҫ чӑн чӑваш ҫынни пулма пултарать", - тесе шухăшлать-мĕн Ираида Витальевна.
Акă еплерех хаклать аякри йăхташăмăра Надина Джавадова: "Чӑваш халӑхӗн культурипе-историйĕ манӑҫа ан тухтăр тесе тапаҫланать вӑл. Майĕсемпе мелӗсене те хӑех шыраса тупать. Таҫта та пултарать чӑваш хӗрарӑмӗ, темле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерет. Ираида Витальевна Таллинра чӑваш культура музейне пуҫарса янӑ, хӑйӗн вӑйӗпе йӗркелесе тытса пырать. Музей экспоначĕсем вара - хӑйӗн ҫемйинче упраннӑ асӑнмалӑх тупрасем, тус-тантӑшсенчен килекен парнесем. Чӑваш ене кайсах ҫӳрет вӑл, музей валли кирлӗ япалисене укҫалла илет, парне паракансем те тупӑнаҫҫĕ тет. Чӑвашран килекен сувенирсене тата хӑйсем хатӗрленӗ ал ӗҫĕсене суткаласа ура ҫинче тӑраҫҫӗ вӗсем, Эстонири чăвашсем.
1977-мӗш ҫулта Елчĕк шкулне вĕренсе пӗтерсе Мускава тухса кайнӑ Ираида Витальевна. Унта суту-илӳ пӗлӗвне илнӗ хыҫҫӑн Ленинграда ҫул тытнӑ. Чылай ҫул ҫак хулара ӗҫленӗ, качча тухнӑ, ывӑл ача амӑшӗ пулса тӑнӑ. "Ленинградра вырӑссем хушшинче ӗҫлесе пурӑнма ҫӑмӑлах пулмарӗ, вара ҫемьепе Эстонине куҫрӑмӑр", - тесе малалла тӑсӑлчӗ пирӗн туслӑ калаҫу. Эстонире чӑвашсем те пур. 500 ҫынна яхӑн, анчах чылайӑшӗ чӑвашла манса пырать тата хӑйсем чӑваш пулнине пӗлтересшӗн мар иккен. Ҫакӑншӑн кулянать Ираида Витальевна.
Эстонири чӑвашсем тӑван чӗлхине ан манччăр тесе Таллинри радиора "Ӑрасакал" ятлӑ чӑвашла-вырӑсла кӑларӑмсене хатӗрлесе пырать. Уйӑхра пӗрре юнкунсерен 25 минутлăха эфира "Ӑрасакал". Пурӗ 100 кӑларӑм хатĕрленĕ ӗнтӗ. Эстонире пурӑнакан ют халӑх ҫиннисем кӑларакан радиопередачăсем хушшинче азербайджансем хыҫҫӑн 2-мӗш вырӑн йышӑннă. "Эпӗ журналистка мар, хамӑн чӗлхепе халӑха юрататăп, ҫав кӑна", - тесе калать Ираида Витальевна".
"Чӑвашра: "Чӗлхе пĕтсен халӑх пӗтет", - теҫҫӗ. Эстонире вара чи малтан анне чӗлхине вӗренмелле теҫҫӗ. Чӑваш Енри радиопа та ҫыхӑну тытать Эстонири "Ӑрасакал". Надежда Кириллова журналистка чӑвашсен хыпарӗсене пӗлтерсех тӑрать, пулӑшать. Ираида Витальевнăн ывӑлĕ вара Эстонири телевиденире хыпарсем кӑларса тӑрать. Вӑл журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ", - каласа кăтартрĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине Надина Джавадова.
"Калаҫнӑҫемӗн чун уҫӑлса пычӗ, туслǎ калаçу вӗҫнелле хурǎнташ-тǎван пекех туйса илтӗм Ираида аппана. Вара мана чи юлашкинчен хӑй ҫырса кӑларнӑ кӗнеки пирки те каласа савӑнтарчӗ", - терĕ Стамбулти чăваш.
Ираида Захарован кĕнекин ячĕ - "Tšuvašid" ("Чӑвашсем"). Вăл - эстон чĕлхипе пичетленнĕ ятарлă ярăмри ĕçсенчен пĕри иккен. Çак кӗнекене Эстони Вĕренӳ министерстви хушнипе кӑларнӑ. "Эпир проект ҫырса хутшӑннӑ, вӑл 2011-мĕш ҫулта тухнӑ, Эстонири халӑхсемпе паллаштаракан кĕнекесенчен пĕри, эпир 7-мĕш халӑх пултӑмӑр", - пĕлтернĕ Ираида Захарова Надина Джавадовăна.
"Тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ пулчӗ маншӑн ҫак паллашу. Хамӑн ентеш пулни, ҫирӗп кӑмӑлӗ, хастарлӑ та хӑюллӑ пулни вара тата та хаклӑ. Чунне парса ӗҫлет теҫҫӗ чӑвашсем лайӑх ҫын ҫинчен. Чӑннипех те ӗҫчен Ираида Витальевна, ют ҫершывра пурӑнсан та шӑкӑлтатса ҫепӗҫ чӑваш чӗлхипе калаҫать. Паллах, эпир унпа мӑнаҫланатпӑр", - хавхаланса пĕлтерчĕ Надина Джавадова.
* "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби Ираида Захарова çинчен 2017 çулта çырса кăтартнă материалпа çакăнта паллашма пулать.