Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

 Сире Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕпе саламлатăп!

Ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртать. Ҫак кун палăртнă пахалăхсем кирек хăш вăхăтшăн та кăтартуллă. Таса кăмăлпа пурнăҫлакан тăрăшуллă ĕҫ - кашни гражданинăн тивĕҫлĕ пурнăҫĕн, кашни ҫемьен, пĕтĕм обществăн, пĕтĕмĕшле илсен патшалăх ырлăхĕн никĕсĕ.

Пирĕн несĕлĕмĕрсен чылай ăрăвĕн тăрăшуллă ĕҫĕ-хĕлĕн витĕмĕпе юратнă Чăваш Енĕн пуянлăхĕ пухăнса пынă, республика кунран-кун лайăхланать. Экономикăн чăн секторĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем уҫăлаҫҫĕ, хальхи йышши транспорт инфратытăмĕ йĕркеленет, хăтлă ҫурт-йĕр, социаллă тата культура тытăмĕн объекчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, ялсемпе хуласем, общество хутлăхĕсем хăтлăланаҫҫĕ, ҫынсен пурнăҫĕ лайăхланать.

Ырă ҫак улшăнусем Чăваш Енре пурăнакансем тăрăшса ĕҫленипе пулса пыраҫҫĕ. Ĕҫ ҫыннисене республикăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕҫ яланах савăнăҫ тата тулли кăмăл парнелетĕр! Ҫут ҫанталăк чĕрĕлни тата ҫуркуннехи кăмăл-туйăм пĕтĕм плана пурнăҫа кĕртмешкĕн вăй-хал хушчăр, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарччăр!  Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, ырă улшăнусем, тăнăҫлăх, килĕшӳлĕх, ыранхи куна ырă шанăҫпа кĕтсе илме, телей тата ырлăх-тивлетлĕх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                    Михаил Игнатьев



01 мая 2019
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter