Чăваш Енре Ҫĕнтерӳ кунне уявланине планеркăра пĕтĕмлетнĕ

Паян Правительство ҫуртĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ планеркăра Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 74 ҫул ҫитнине палăртса уявланă мероприятисен ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мĕн пур служба ĕҫченĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăннисене ырланă, кăҫал паллă пулăма 70 пине яхăн ҫын акцине пыма кăмăл тунине хыпарланă. Чăваш Республикин тĕп хулинче 22 пин ҫын мероприятине хутшăннă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, республикăри хуласенче, районсенче вăтамран 3,6 пин мероприяти пулнине, вĕсенче 600 пин ҫын хутшăннине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев культура учрежденийĕсенче уйăхлăх мероприятисем анлă иртнине каланă. Халăх пĕтĕм кăмăлтан тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса чунĕсене хавхалантарнине пĕлтернĕ. 2020-мĕш ҫулта Аслă Ҫĕнтерĕве 75 ҫул пулать. Ăна хăватлă ирттерес тесен, халех хатĕрленсе пырсан та йăнăш пулмĕ. Шăмăршă, Канаш, Куславкка, Муркаш районĕсенче чаплă уявсем иртнĕ тенĕ министр.

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин парада хутшăннисене мухтанă, Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртнине: вăй ведомствисен представителĕсем, ятарлă подразделенисен сотрудникĕсем, çар служащийĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсем, кадетсем, ача-пăча полици академийĕн вĕренекенĕсем, çар-спорт клубĕсен хастарĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнине палăртнă. Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техникине те курма питĕ кăмăллă пулнине, Раççей, Чăваш Ен тата Çĕнтерӳ ялавĕсене вĕлкĕштерекен парашютистсене пурте хавхаланса пăхнине асăннă.  

Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пĕтĕмпе 250 ытла мероприяти пулнине хыпарланă, вĕсенче 200 пин ҫын хутшăннине каланă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова вĕсен тăрăхĕнче 120 мероприяти иртнине, 80 пин граждан уява хутшăнма кăмăл тунине палăртнă.   

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Кожемяков регионта уявсенче йĕрке пăснă тĕслĕхсем нумаях пулманнине асăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, ҫывхарса килекен пысăк уява - Аслă Ҫĕнтерĕве 75 ҫул ҫитнине хатĕрленмеллине каланă, палăксене тирпейлесех тăмаллине асăннă.  «Асăну вырăнĕсем яланах тирпейлĕ пулмалла. Уявччен икĕ эрне маларах вĕсене тирпейлесе тăратмалла мар, кулленех тасатмалла, унта тирпейлĕх хуҫаланмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

Шкул çулне çитмен ачасен тата çамрăк армеецсен парадне те анлăрах та анлăрах ирттерме чĕнсе каланă Михаил Игнатьев



13 мая 2019
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter