Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале кăçал Раҫҫейри регионсенчен, ют ҫĕршывсенчен хăнасем чылай пухăнĕҫ

Ҫу уйăхĕн  20-мĕшĕнчен пуҫласа 24-мĕшĕччен, кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулинче Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестиваль иртет. Палăртнă ыйтăва паян республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра тарăн сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех ун пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев каласа кăтартнă.

Малтанхи ҫулхи пекех мероприятийĕн пултарулăх ертӳҫи, Раççейри «Ника» киноискусство академийĕн академикĕ, кино историкĕ, Раççейри Оскар комитечĕн членĕ Сергей Лаврентьев пулать.  

Кăҫал кинофестивальте икĕ конкурс иртет. Жюри членĕсене палăртса хунă, вĕсен йышĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем те чылай.  Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине совет, Раççей, Узбекистан киносценарисчĕ, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольдеша Агишев ертсе пырĕ.

Жюри пайташĕсем вара: Венгри кионооператорĕ Шандор Беркеши.   Йышра çавăн пекех — Рано Кубаева, Вячеслав Сорокин актерсем, Галина Долматовская киновед, кинооператор.

Конкуса 11 ĕҫ тăратнă. Регионсенчен 18 фильм хатĕрленĕ. Чăваш Енрен икĕ фильм кăтартса парĕҫ. Вĕсенчен пĕри – «Илья Павлович Прокопьев» (реж. Юрий Сергеев) тата тепри вара «Я прошу Вас снять фильм» (реж. Юрий Спиридонов).

Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче кинофестивальре 90 ытла мероприяти пулассине хыпарланă.

Официаллă майпа кинофестиваль ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче уҫăлать. Ҫĕнтерӳҫĕсене ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чыслĕҫ. Каҫхине мероприяти 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.

Традицине кĕртнĕ тăрăх пулакан наградăсемсĕр пуҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятарлă премийĕ те пуласси планра пур.  

2019 ҫулта çав кунсенче Шупашкара Раççейри 10 регионтан тата чикĕ леш енчи пилĕк çĕршывран 60 ытла актер, режиссер, продюсер килсе çитмелле.  РФ халăх артисчĕ Александр Пашутин, Раççей театр тата кино актерĕ Виктор Сухоруков, Раççей тата Беларуç театр, кино актриси Янина Мелехова, РСФСР тава тивĕçлĕ актриси, теле- тата радиоертӳçи Ангелина Вовк, Борис Грачевский кинорежиссер, сценарист, ыттисем те.

Министр регионта хатĕрленӳ ĕҫне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернине хыпарланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăнăҫлă мероприятисене ирттерсе яма чĕнсе каланă.  

Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх — кăçалхи фестивальте те Раççей прокатĕнче пулман, телекуравпа кăтартман фильмсемпе паллаштарĕç.



13 мая 2019
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter