Кăҫал ҫуркунне 473,3 га лаптăкра тĕпрен ҫĕнĕ йывăҫсем лартнă Чăваш Енре вăрман пулма

Ҫу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем ҫуркуннехи тапхăрпа йывăҫ-тĕмсем лартса хăварни ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Ефремов «Вăрмансене упрас» регионти проектпа килĕшӳллĕн, 2019 ҫулта 695,5 га ҫĕр ҫинче вăрман лартса хăварма плана кĕртнĕ тесе хыпарланă.   Кăҫал ҫуркунне 473,3 га лаптăка тĕпрен ҫĕнĕ йывăҫсем лартнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кĕркунне  ытти ĕҫсене малалла тăсма тĕллев лартнине те асăннă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăҫал Атăл леш енче 41 пин ытла хыр лартса хăварнине те пĕлтернĕ вăл.

Вăрмансем ҫунса кĕлленнĕ вырăнсенче ытларах хурăн, хыр йывăҫĕсене лартса хăвараҫҫĕ тенĕ Александр Ефремов. Регионта ҫĕнĕ хунавсем ҫителĕклĕ пулнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫанталăк типĕ тăрать. Пурне те тимлĕ пулма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Вăрмансене упрасси пирĕн тивĕҫ тенĕ вăл. Ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа республикăра вăрмансенче вут-кăвар чĕртме юрамасть. Ҫуртсем таврашĕнче асăрхануллă пулмалла, халăхпа профилактика ĕҫне йĕркелемелле тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Чăваш Енри ГОЧС министрĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, республикăра лару-тăру йĕркеллĕ пулса пырать. Кăҫал вăрманта пушар тухнă тĕслĕх пĕрре те пулман. Атăлҫи федераци округĕнче ку енĕпе республика ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Техника ҫителĕклĕ, укҫа-тенкĕ вăхăтра куҫса пырать, специалистсем кулленех сыхă тăни те куҫкĕретех.

Михаил Игнатьев пурне те тимлĕ пулма тепĕр хут аса илтерсе хăварнă, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕллевсенчен пĕри тенĕ.  



13 мая 2019
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter