Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Холдинговая компания «Ак Барс» АО генеральнăй директорĕпе Иван Егоровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и гендиректора АО «Холдинговая компания «Ак Барс» Ивана Егорова Ҫу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Холдинговая компания «Ак Барс» АО генеральнăй директорĕпе Иван Егоровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем регионта агропромышленноҫ пайне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

«Холдинговая компания «Ак Барс» АО нумай профильлĕ холдинг шутланать. Промышленноҫ пайĕпе, ял хуҫалăхĕпе транспорт тата суту-илӳ тытăмĕпе анлă ĕҫлесе пырать. 2018 ҫулта предприяти 101 млрд тупăш илнĕ. Пирĕн республикăра вĕсен предприятийĕсем:  «Авангард» – «Цивильский Бекон» ТМЯО тата «Батыревский Бекон».

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă предприятисем регионта ăнăҫлă аталанса пынине асăннă. Пĕлтĕрхи ҫул вĕсем сысна какайне 13,3 пин тонна тирпейлесе илнине пĕлтернĕ регион Ертӳҫи. Пурĕ 11 пин ытла га йышăнакан ҫĕрсене кулленех тирпейлесе тăраҫҫĕ. Регионти пиллĕк районта вĕсем курăмлă тăрăшни куҫкĕретех. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, производство калăпăшне ӳстерме плана кĕртнĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳлерех палăртнă предприятийĕн ертӳҫине Иван Егорова регионти АПК инвестици хывнăшăн мухтанă, ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма вăй-хал суннă. Халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленсен, шалу укҫи виҫи пысăклансан, ҫынсем тата та кăмăллă пулĕҫ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. 



13 мая 2019
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter