«Вилĕмсĕр полк» пĕтĕм Раҫҫейри акци яланхиллех регионта курăмлă пулнă, 70 пине яхăн ҫын хутшăннă

В Чувашской Республике к акции «Бессмертный полк» присоединилось около 70 тысяч жителейАслă Ҫĕнтерӳ кунĕнче Чăваш Республикинче мĕн пур районсемпе хуласенче чаплă уявсем иртнĕ. «Вилĕмсĕр полк» пĕтĕм Раҫҫейри акци яланхиллех регионта курăмлă пулнă. Кăҫал 69,7 пин ҫын ытла хăйсен тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене йăтса Шупашкар хулин тĕп урамĕпе утнă. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсен, тыл ĕҫченĕсен фотографийĕсене ватти-вĕтти сумлăн хăйсен ҫумне хурса ăшшăн йăтса пынă.  

Республикăн тĕп хулинче «Вилĕмсĕр полк» акцине 22 пин ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Кăҫал та ытти ҫулхисем пек республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти официаллă ҫынсем акцине хутшăннă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ашшĕпе аслашшĕн портречĕсене йăтса утнă, вĕсем иккĕшĕ те Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче ҫапăҫса пысăк хисепе тивĕҫнĕ.

Маршрут яланхи пек икĕ ҫухрăма  тăсăлнă. Шестви вăхăтĕнче полици, МЧС ĕҫченĕсем, медицинăра тăрăшакансем халăха сыхă тăнă, кăлтăксем пуласран асăрханă.  Кăҫал та паллă пулăма тӳрĕ эфирта халăха кăтартса пынă.     

Фоторепортаж



13 мая 2019
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter