Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа савăнăçлă митинга чаплă ирттернĕ

В Чувашии отметили 74-ю годовщину Победы в Великой Отечественной войнеҪу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа савăнăçлă митинг иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Аслă Ҫĕнтерӳ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.

Михаил Игнатьев пухăннисене Аслă Çĕнтерӳ уявĕпе саламланă май, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав тунă. «Пирĕншĕн пуриншĕн те Çĕнтерӳ кунĕ — çав тери пысăк уяв», — тенĕ вăл. Сăваплă çак кун пирĕн халăхăн паттăрлăхне, вăл Тăван çĕршыва чунтан парăннине сăнарланине пĕлтернĕ.

Чăваш Енрен икҫĕр вунă пин ҫын ытла фронта тăшмана хрĕҫ кĕрешме тухса кайнă. Вĕсенчен нумайăшĕ каялла тăван кĕтесе килеймен. Хӑйсене шеллемесӗр ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ, халтан кайиччен станок умӗнче тӑрса, колхоз уй-хирӗнче ырми-канми тар тӑкса фронта мӗн кирлине йӑлтах вӑхӑтра парса тӑнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн вара, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетсе, ӑна ишӗлчӗкрен чӗртсе тӑратнӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асӑмӑрта упранӗ тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Вӑрҫа тата геройсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхне ҫирӗп асра тытни пире, пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе чечекленӗвӗшӗн пул­таруллӑ ӗҫлеме хавхалантарса тӑрать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата тӑнӑҫ пурнӑҫ суна­тӑп пурне те сире», каланă регион Ертӳҫи.

«Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсене хутшӑннӑ тата вӗсене хӑйсен ку­ҫӗпе курнӑ пирӗн хаклӑ ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Вӗсенчен кашнинех кирлӗ пек тимлӗхпе тата пулӑшупа тивӗҫтермелле. Ку вӑл пирӗн сӑваплӑ тивӗҫӗмӗр», палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

Паллă кун пирĕн халăхăн паттăрлăхне, вăл Тăван çĕршыва чунтан парăннине ҫирĕплетнине пĕлтернĕ, хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пулӑмсене хутшӑннисене чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ «За заслуги перед Отечеством» 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медаль орденĕсене тивĕҫнĕ Геннадий Матвеев.  

Уява пухăннисене В.А. Архипов ячĕллĕ Кадет шкулĕнче вĕренекенсем: Семен Ежеев тата Дарья Ефимова хĕрӳллĕн саламланă.  

Паллă пулăмра Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раççей хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вăй тытăмĕсен представителĕсем, общество организацийĕн ертӳçисем, хула çыннисем хутшăннă. Мероприятин чи хаклă хăнисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пулнă.

Хыҫҫăн Çĕнтерӳ парачĕ пуçланнă. Вăл çынсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Парада Чăваш ЕНĕн çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăннă. Унăн заместителĕ Александр Исаев полковник парада командăсем панă. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнпа утса иртнĕ: вăй ведомствисен представителĕсем, ятарлă подразделенисен сотрудникĕсем, çар служащийĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсем, кадетсем, ача-пăча полици академийĕн вĕренекенĕсем, çар-спорт клубĕсен хастарĕсем тата ыттисем те. Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техникине те курма питĕ кăмăллă пулнă. Раççей, Чăваш Ен тата Çĕнтерӳ ялавĕсене вĕлкĕштерекен парашютистсене пурте кăмăлтан курнă.

Фоторепортаж



13 мая 2019
06:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter