Чăваш Енре паян Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

Ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем.

Кунсăр пуҫне Пĕрлехи информаци кунĕнче, ертӳҫĕсемпе вырăнта пухăннă халăх, ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки те тĕплĕн канашлĕҫ, ачасен ҫуллахи тапхăрти канăвĕ, ҫамрăк яш-кĕрĕмсен ҫитес каникул вăхăтĕнчи мероприятийĕсем ҫинчен сӳтсе явĕҫ.

Информаци ушкăнĕсен членĕсем ҫынсемпе ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта пушартан сыхă тăрассине те палăртĕҫ, хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăрĕҫ.

Палăртнă ушкăнсем паян республикăри районсемпе хуласенче пулĕҫ, аякра вырнаҫнă ялсене ҫитсе килĕҫ, предприятисемпе организацисен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашĕҫ, граждансен актуаллă ыйтăвĕсем ҫине хуравлĕҫ.

Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕҫ.    



15 мая 2019
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter