Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейри конкурс ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев поздравил с успехом победителей и призеров Всероссийской олимпиады школьников и их наставниковҪу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 20182019 ҫулсенче пулнă Пĕтĕм Раҫҫейри конкурс ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.   

Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ӳлĕмрен те ҫĕнтерӳсем тума вăй-хал, пуҫаруллăх, ĕҫченлĕх, тĕллевсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă.  

«Кам та кам вĕренӳ патне яваплăха туйса туртăнать, вĕсем яланах пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ.  Хăвăрăн вăя шеллемесĕр вĕреннĕшĕн тав тăватăп. Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев ачасене ăс паракансене мухтанă, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырă сăмахсем каланă.

Регион Пуҫлăхĕ республикăра ачасене аталанса пыма, пултарулăха туптама мĕн пур условисем ҫителĕклĕ пулнине асăннă. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуян тесе ҫирĕплетсе каланă вăл.  

2019 ҫулта «Сириус» регион шайĕнчи центр хута каясси паллă. Унта шăпах та, пултаруллă ачасен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма меллĕ пулĕ. Вĕрентекенсен професси шайне те ӳстерсе пыма условисем пулĕҫ. Программăсене ытларах конкурссенче мала тухнисем хутшăнĕҫ. Регионти пултаруллă ачасен пысăк ҫитĕнĕвĕсем пирки уйрăм хыпарсем туллин вырнаҫăнса пырĕҫ. Кашни кун ҫамрăксен хăйсен ăсталăхне туптаса пырасси те куҫкĕретех пулĕ.

«Ӳлĕмрен те ачасем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрччĕр тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр», – тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче ҫулсерен пирĕн тăрăхри 30 пин ытла ача тĕрлĕ конкурссене хутшăннине, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнине хыпарланă. Республика ытти субъектсем хушшинче 20-мĕш вырăнта тăнине асăннă вăл.  Кăҫал Чăваш Енрен 15 ача Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче мала тухнине, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине каланă.     

Регион Пуҫлăхĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ чухне шкул ачисем хăйсен ҫитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă, пуласлăхри тĕллевсем ҫинчен те хыпарланă.

Елчĕкрен килсе ҫитнĕ Данил Трофимов спорт енĕпе иртнĕ олимпиадăра мала тухнă.  Ăна ҫитĕнӳсем тума вĕрентекен чылай пулăшнине палăртнă.  Шупашкарта 1-мĕш №-лĕ гимназире ăс пухакан хĕрача Диана Кавказова хăрушсăрлăх темипе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса тăнă. «Мала тухас тесен, тăрăшуллă вĕренмелле, яваплăха ялан туймалла. Йĕркеллĕ мĕнпур ĕҫе пурнăҫласан, пĕтĕмпех пулать. Предмета юратмалла, ăна тĕпчеме пĕлмелле», тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне хĕрупраҫ.

Ирттернĕ тĕлпулăва Чăваш Енри аслă шкулсен ректорĕсем хутшăннă, кулленхи ĕҫре пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени пысăк витĕм кӳрет тенĕ вĕсем.

Ачасене тата вĕсене вĕрентекенсене палăртнă кун Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин Тав ҫырăвĕсене парса чысланă. 

Фоторепортаж



15 мая 2019
07:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter