Чăваш Енре иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем.

Кунсăр пуҫне Пĕрлехи информаци кунĕнче, ертӳҫĕсемпе вырăнта пухăннă халăх, ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки те тĕплĕн канашланă, ачасен ҫуллахи тапхăрти канăвĕ, ҫамрăк яш-кĕрĕмсен ҫитес каникул вăхăтĕнчи мероприятийĕсем ҫинчен сӳтсе явнă.

Информаци ушкăнĕсен членĕсем ҫынсемпе ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта пушартан сыхă тăрассине те палăртнă, хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă.

Палăртнă ушкăнсем паян республикăри районсемпе хуласенче пулнă, аякра вырнаҫнă ялсене ҫитсе килнĕ, предприятисемпе организацисен ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашнă, граждансен актуаллă ыйтăвĕсем ҫине хуравланă. Пĕрлехи информаци кунĕнче пĕтĕмпе 300 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8,8 пин ҫын хутшăннă.

Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, 120 граждан хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ.    Республика ертӳлĕхĕ вĕсене тĕрĕслеве илнĕ.

Ҫынсене ытларах паян пурнăҫ пахалăхĕн шайĕ кăсăклантарать. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсасси, ача сачĕсемпе шкулсене ҫĕклесси, Культура ҫурчĕсемпе ФАП объекчĕсене хăпартасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, автомашина ҫулĕсене сарасси, транспорт  тата ытти ыйтусем ҫав-ҫавах пур-ха.



15 мая 2019
18:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter