Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсен ĕҫĕсемпе паллашнă

Михаил Игнатьев в Чебоксарах и Новочебоксарске проинспектировал спортивные объектыҪу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫĕнĕ Шупашкарти строительство объекчĕсенче пулнă, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă.

Шупашкарти 9-мĕш №-лĕ тата 3-мĕш №-лĕ Ҫĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕсенче ачасене валли хатĕрленекен условисене курса тухнă, вырăнти ертӳлĕхпе калаҫнă, шывра ишекенсен ăсталăхне хакланă.   

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăха ытларах спорта явăҫтарасси пулнине, шывра ишме пĕлекенсен йышне ӳстересси те кун йĕркинче тăнине асăннă. Паянхи пурнăҫ таппинче ачасем патне ытларах тимлĕх уйăрмалла, мĕн пĕчĕкрен вĕсене шывра ишме вĕрентни, пуласлăхра спортри пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳнине асăннă ертӳҫĕсем.

Чăваш Енре ҫынсене шывра ишме вĕренме условисем ҫителĕклĕ, объектсем те чаплă. Юлашки 6 ҫул хушшинче 6 бассейн хута янă регионта.  Республикăра пĕтĕмпе 81 объект шутланать.  Кунсăр пуҫне палăртса хăвармалла, тĕрлĕ шкулсенче, ача сачĕсенче те шыва кĕме ятарлă уйрăмсем хатĕрлени куҫкĕретех тесе каланă ертӳҫĕсем.

 Олимп резервĕ валли хатĕрлекен спорт шкулĕ те пур республикăра, унта 59 тренер спортсменсене хатĕрлесе кăларассишĕн ырми-канми тăрăшать.

«Бассейнсене ҫӳремелли йĕркене ҫĕнĕрен пăхса тухма палăртнă. Мĕнпур халăх кăнтăр вăхăтĕнче шыва кĕме ҫӳреймест, апла пулсан каҫ кӳлĕм вăхăта тăсни те вырăнлă пулĕ. Ирхине 6 сехетрен пуҫласа каҫхи 23:00 сехетчен ĕҫлени питĕ паха», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Эпĕ ишме пĕлетĕп» проект 2011–2014-мĕш ҫулсенче ҫав тери пурнăҫа хăвăрт кĕнĕ. Туххăмрах ачасем хушшинче шывра ишме пĕлекенсен йышĕ 58 процента ҫитни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Республика Пуҫлăхĕ спорта ҫӳрени сывлăха ҫирĕплетет, уйрăмах шывра ишни мĕнпур кĕлетке-ҫурăма хускатма май парать тенĕ сăмаха малалла вакланă май.  «Плавание для всех» программа РФ мĕн пур субъектсенче пурнăҫа кĕме тытăнассине те хыпарланă регион Пуҫлăхĕ. Вăл ĕҫĕн хушма «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации» программа пуласси те куҫкĕретех тесе сăмаха малалла тăснă Ертӳҫĕ.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен шывра ишме вĕрентни усăллă. Пуласлăхра, тен вĕсенчен пысăк спортсменсем те пулĕҫ. Ҫитĕнӳ патне ăнтăлас тесен, мĕн пĕчĕкренех тăрăшмалла, ун чухне кăтарту пулатех.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ шутланать. Унта вара регион Ертӳҫи спорта аталантарассипе ĕҫлекен ушкăнăн пуҫлăхĕ пулса тăрăшать. «Спорт – пурнăҫ норми» проекта хатĕрлессипе те ĕҫлет республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Пирĕн хамăр республикăра проекта пурнăҫа кĕртессишĕн кăна тăрăшмалла мар, ăна мĕнпур субъектсем валли хатĕрлемелле. Спорт объекчĕсемпе туллин усă курса пыма вĕренсе пымалла. Пысăк ҫитĕнӳсем тăвас тесен, пурин те тăрăшуллă пулмалла, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче уйрăмах ҫак ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла», –чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Паян регион Ертӳҫи «Олимп» ятлă стадионра та пулнă.  Кунта шăпах та, А. Игнатьев ячĕллĕ спорт центрĕнче хăйсен ăсталăхне туптакансем кулленех спорта ҫӳреҫҫĕ. 2018 ҫулта тĕнче чемпионатне хатĕрленсе футбол уйне ҫĕнетнĕ, администраци ҫуртне тĕпрен юсанă, стандарта тивĕҫтернĕ. Пурлăхпа техника базине тĕпрен улăштарнă тесен те йăнăш мар.

Объекта тĕплĕ тишкерсе тухнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин спорт министрне Михаил Богаратова  тата «ЦСП им. А. Игнатьева»  АУ директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан Валерий Расколова хушу панă, ҫитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ, пур ҫĕрте те йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă.   

Фоторепортаж



17 мая 2019
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter