Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче пулать

В Ледовом дворце «Чебоксары Арена» пройдут мероприятия третьего заседания Совета по сотрудничеству в формате «Волга-Янцзы»Ҫу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. Аса илтерсе хăваратпăр, кăҫал ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре Раҫҫей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи регионсен тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕ хĕрринчи провинцисен ĕçтешлĕхĕн канашĕн виççĕмĕш ларăвĕ иртет.

Чăваш Республикин тĕп хулине, палăртнă кун,  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров килсе ҫитĕ. Кунсăр пуҫне КНР Патшалăх канашĕн членĕ Ван Юн, РФ 20 регионĕн ертӳҫисем тата ытти хăнасем килме кăмăл тунă.  

Атăлҫи тăрăхĕнче иртекен пысăк пулăма хатĕрленсе, Чăваш Енĕн тĕп хулинче ĕҫсем епле пулса пынипе, паян уйрăмах тĕплĕн паллашса тухнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Яваплă ҫынсене ҫитменлĕхсем пирки асăрхаттарнă, ҫийĕнчех пĕтерме хушу панă.  Тĕрлĕ халăхсен хушшинчи мероприяти – форум, ҫав тери пысăк шайра йĕркеленсе пымаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.   



17 мая 2019
18:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter