Совет союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче «Вместе мы едины!» республикăри кадетсен слечĕ иртнĕ

Михаил Игнатьев приветствовал участников республиканского слета кадет и ЮНАРМИИ «Вместе мы едины!»Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Совет союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче  «Вместе мы едины!» республикăри кадетсен слечĕ иртнĕ. Мероприятине 500 ытла кадет хутшăннă.

Паллă пулăма пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, регионта кадетсен юхăмне аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем пуррине палăртнă. Тăтăшах ҫамрăксем хушшинче патриотла воспитани парас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленсе пынине те асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин нацине пĕрлештерсе тăракан вăй - патриотизм тесе хаклать, апла пулсан, пурсăмăрăн та ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  Кадетсем кулленех хăйсен ăсталăхне туптаса пыраҫҫĕ, пуласлăхра вĕсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрасси те куҫкĕретех пулĕ.  «Эсир пĕтĕмпех хăвăра кирлĕ пек тарăн пĕлӳ илсе пыма тăрăшатăр. Пуласлăх пирки шухăшлатăр. Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен пуянланса пыма хавхаланса пыратăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ачасем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ.

 Паллă кун хисепе тивĕҫнисене, тĕрлĕ конкурссенче мала тухнисене Михаил Игнатьев республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриотизм общество юхăмĕн удостоверенийĕпе паллипе, дипломсемпе,  «Горячее сердце» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла патшалăх пуҫарăвĕсен ятарлă паллисемпе чысланă.  Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин ăшшăн саламланă, Тӑван ҫӗре хӳтӗлесси пирӗн пӗтӗм халӑхшӑн чыслӑ ти­вӗҫ шутланнине каланă. Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, ҫынсем унӑн интересӗсене, ирӗклӗхӗпе никама пӑ­хӑн­­манлӑхне хӳтӗ­леме хуть хӑ­ҫан та хатӗр пулни Раҫҫее аслӑ тата никам ҫӗн­терейми ҫӗршыв тунине асăннă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш ЕНри «ЮНАРМИЯ» ВВПОД регионти уйрăмĕн штаб пуҫлăхĕ Алексей Соловьев кадетсене мухтанă, вĕсен пархатарлă ĕҫĕсене пысăка хурса хакланă.

Слет вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Ачасен ăсталăхне конкурссенче ертӳҫĕсем курса тĕлĕннĕ. Слета йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви,  «Центр военно-патриотического воспитания ЮНИТЭКС»  Чăваш ЕНри ГАУ, Совет союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет шкулĕ,  ЮНАРМИ регионти уйрăмĕ.

Мероприятийĕн партнерĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн регионти Управленийĕ, Раҫҫей МЧС Чăваш Енри тĕп Управленийĕ, Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерстви, Чăваш Енри ташă спорчĕн федерацийĕ. Палăртнă организацисем слета ирттерме пысăк витĕм кӳнĕ.  

Фоторепортаж



20 мая 2019
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter