Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвне ирттернĕ

В Чувашии создается ресурсный центр поддержки "серебряного" добровольчестваҪу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвне ирттернĕ.

Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта, ҫĕршывра ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне сахал мар тимлĕх уйăрнине, условисем те кулленех вăл ĕҫсене пурнăҫласа пыма ырă енне куса пынине хыпарланă. Сăмах май, Раҫҫейре 2025-мĕш ҫулччен волонтерсен аталанăвĕпе ҫыхăннă комплекслă план пăхса хăварнине те пĕлтернĕ.

«Чылай чаплă условисем йĕркеленеҫҫĕ волонтерсем валли. Апла пулсан, вĕсем халăхăн пурнăҫне лайăхлатма витĕм кӳресси те куҫкĕретех. Шанатпăр, граждансен кăмăл-туйăмне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳрессе», – тенĕ Михаил Игнатьев.

«Пурнăҫ тăршшĕпех ырă ĕҫсем тума пикенмелле. Ачаран пуҫласа мĕн ватăличченех пĕр-принпе килĕшсе, паха ĕҫсемпе палăрма тăрăшмалла», – каланă сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ.  

Наци проектĕнчи тĕллевсене тĕпе хурса, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне республикăра пурăнакансенчен 20 процентĕнчен кая мар ҫынсен ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне кĕме тăрăшмалла. Юлашки ҫулсенче каламасăрах паллă, ҫапла пулса пыни сисĕнет те республикăра. Регионти ҫамрăксем тĕрлĕ проектсем хатĕреҫҫĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пĕтĕмпе ырă ĕҫ тăвакансен организацийĕсене 1,5 пин шута илнĕ.

Ĕҫлеме пĕлекен организацисене ытларах тĕрев памаллине асăннă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Волонтерсен йышне ячĕшĕн кăна ӳстерсе пымалла мар, тĕллевлĕн ĕҫлемелле, граждансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн тимлемелле»,  – тесе хăй шухăшне палăртнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Канашлăва пухăннисем регион шайĕнче пиллĕк проект пăхса тухса йышăнса хăварнă.  Вĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тĕплĕн каласа кăтартнă. Чаплă проектсене патшалăх енчен субсиди мелĕпе пулăшу куҫассине палăртнă министр.

Кăҫал ҫулталăк пуҫламăшĕнче Раҫҫейри волонтерсен Ассоциацийĕ конкурс ирттернĕ. Пурĕ унта 200 организаци хутшăнма кăмăл тунă. РФ 66 регионĕнчен хастарсем хăйсен пуҫаруллă ĕҫĕсене хӳтĕленĕ. Мала тухаканĕсем 10 организаци пулнă, вăл шутран Чăваш Енри ырă ĕҫ тăвакан организаци те хисепе тивĕҫнĕ.  

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева хăйĕн сăмахĕнче «кĕмĕл» ҫулсенчи волонтерсем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. Паянхи куна, 1500 ватă, социаллă центрсенче вăй хурать, обществăлла пурнăҫа хастар хутшăнать тенĕ вăл.  

Шупашкарти волонтерсен центрĕн ертӳҫи Анастасия Тарасова проектпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе аслă ҫулсенчи волонтерсем уҫă калаҫусем йĕркелеме плана кĕртнинине асăннă, тен вĕсем пуласлăхра вĕсене професси пĕлĕвĕ шайне ӳстерсе пыма та витĕм кӳме пуҫлĕҫ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Ҫулланнă ҫынсем валли волонтер пулса тăрăшни паха. Вĕсем кăштах та пулин хăйсем кирлине туяҫҫĕ. Уҫҫăн калаҫни яланах кăмăл-туйăма ҫĕклет, хавхалану ҫуратать», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ырă ĕҫ тăвакансен йышне медицинăра тăрăшакансене ытларах явăҫтарма тăрăшмалла. Вĕсем туххăмрах кирлĕ пулсан, пулăшу пама та пултараҫҫĕ.    

Хăрушсăрлăх теми те кун йĕркинче. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ырă ĕҫ тăвакансен йышĕнче ҫак ыйтупа ĕҫлекенсене те явăҫтарма тăрăшмалла. Шупашкарти экономика колледжĕнче ресурс центрне уҫма тĕллев лартнă, объекта хута яма 11,3 млн  ытла уйăрнă.

Колледж директорĕ Валерий Устяк хăйĕн сăмахĕнче уйăрнă укҫа-тенкĕрен 75 проценчĕпе усă курма та ĕлкĕрнĕ тесе пĕлтернĕ. Ятарлă хатĕрсем туянма договорсене те алă пусса ҫирĕплетнине каланă. Апла пулсан, пуласлăхра ҫӳлерех асăннă ыйтупа ĕҫлес текенсен йышĕ тата та ӳссе пырасса шанатпăр. Тĕнче чемпионатне валли волонтерсене хатĕрлес ĕҫ пуҫланнă. Пуҫаруллă ҫамрăксен центрĕн директорĕ  Юлия Аланова ыйтупа тĕплĕнрех паллаштарнă. Яш-кĕрĕме хатĕрлессипе кулленех ĕҫленине пĕлтернĕ вăл. Чемпионата пĕтĕмпе 2500 волонтера явăҫтарĕҫ. Чăваш ЕНрен сахал мар ҫын ҫак ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă. 

Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче волонтерсем Хусана кайнă, «Ҫамрăк профессионалсем» чемпионата хутшăннă.  Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче волонтерсен делегацийĕ Тĕнче чемпионатне тухса каять. 50 сусăра «Яланах юнашар» социаллă проектпа килĕшӳллĕн, паллă пулăма куракансен йышĕпе илсе ҫитерĕҫ.  Яланхиллех, пысăк хисепе тивĕҫнисене, мероприятинче палăртнă. Республика Пуҫлăхĕ ҫамрăксене тата вĕсен ертӳҫисене наградăсем парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕҫнисем: Ксения Разуваева, Юлия Аланова, Артем Йовенко.  

Фоторепортаж



20 мая 2019
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter