Чăваш Енре суйлав йĕркеллĕ иртнĕ

Вырсарникун Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, суйлав йĕркеллĕ иртнĕ, халăх сасăлава хастар хутшăннă /Патăрьел районĕнче суйлавçăсен 100% хутшăннă/, депутатсен мандачĕсене вуннăшне те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕсем çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
20 мая 2019
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter