Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестивале торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре килсе ҫитнĕ

Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта халăхсен хушшинчи XII-мĕш кинофестивале торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре килсе ҫитнĕ.  Паллă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Пухăннă хăнасене, сцена ăстисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Ҫулсерен пулакан чаплă уяв пĕлтерĕшĕ ӳссех пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен кăмăлне каякан киноактерсемпе курса калаҫма пултарайраҫҫĕ, вĕсен ăсталăхне хаклайраҫҫĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Патшалăх политикинче культура пайĕ приоритетлă шутланнине асăнса хăварнă Пуҫлăх.

Палăртмалла, юлашки 5 ҫул хушшинче регионта культура тытăмне вăй илтерме 7,5 млрд тăкакланине те уйрăм каласа хăварнă вăл.  Ҫулсерен кинозалсем уҫăлаҫҫĕ, мĕн пур объектсем модернизациленсе пыраҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май. Бюджет укҫи-тенкипе районсемпе хуласенче 15 кинозал уҫнă.  

Чăваш Ен Пуҫăхĕ Михаил Игнатьев кăҫал Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине палăртнă. Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа вара 100 ҫитет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   Регионти ҫĕнĕлĕхсем килнĕ хăнасен кăмăл-туйăмне ҫĕклессе шансах тăратпăр тенĕ вăл.

Мероприятине ертсе пыракансем Элла Волкова тата Владимир Тимофеев кинофестивале пухăннисене жюри членĕсемпе паллаштарнă, конкурс ĕҫĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă.  

Жюри председателĕ Одельша Агишев хăйĕн сăмахĕнче пухăннă хăнасене саламланă май, Чăваш Ен ҫыннисем хăйсене пĕтĕм кăмăлтан кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.    

«Совет самани вăхăтĕнчи киносене халăх кăмăллани савăнтарать. Эпир ҫынсене киносене ҫӳреме хавхалантаратпăр. 12-мĕш кинофестиваль шăпах та, ҫакăн пирки тĕп тĕллев лартать те.  Регионсенче ҫамрăк та пултаруллă яш-кĕрĕме тупса палăртма аван. Вĕсен ăсталăхне хаклама та мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», тенĕ сумлă хăна.  

Регионсенчи киносене хаклакан конкурсăн жюри председателĕ Хонг Санву уяв чăн-чăн паллă пулăм пулса тăчĕ пуриншĕн те тенĕ.  

«Ералаш» киножурналăн пултарулăх ертӳҫи  Борис Грачевский тата Раҫҫей халăх артисчĕ Александр Пашутин куракансене хăйсен ăсталăхĕпе тыткăна илнĕ, халăх вĕсемпе кăмăллă юлнă.  

Паллă артистсем Чăваш Ен пирки ырă сăмахсем каланă, таврара тирпейлĕх хуҫаланнине палăртнă, чун-чĕререн савăнса куракансене илемлĕ юрăсем парнеленĕ.

Дамиен Брукард, Григорий Долгополов,  Биби Насери - ют ҫĕршывран килнĕ хăнасем пурне те ырă суннă, пуласлăхра тата та пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă.

Сергей Лаврентьев мероприятисене килсе ҫитнисене мухтаса тав тунă,  Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата Чăваш Республикин Культура министерствине ырласа хăварнă. Кинофестивале «Лили» ятлă фильмпа уҫнă. Кинокартинăна кăтартса параканĕ Олимпия Ивлева пулнă.     

Кинофестиваль Чăваш Енре ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырать.  Пĕтĕмпе программăпа килĕшӳллĕн 90 ытла мероприяти иртесси планра пур.

Кăҫал кинофестивале 60 ытла режиссер килсе ҫитнĕ, Раҫҫей, ют ҫĕршывсенчен хăнасем чылайăн пухăннă. 

Фестивальте кăтартакан ĕçсене икĕ конкурспа — илемлĕ фильмсен тата этникăпа регион киновĕсен — пахалĕç терĕмĕр ĕнтĕ. Сăмахран, илемлĕ фильмсен конкурсне 11 картина тăратнă. Вĕсем: «Байгал» /режиссерĕ Ильдар Ягафаров/, «Лили» /Антон Чижиков, Илья Чижиков/, «Облепиховое лето» /Виктор Алферов/, «Мертвые ласточки» /Наталья Першина/, «Мира» /Денис Шабаев/, «Игра» /Дмитрий Астрахан/, «Пусть будет Лиза» /Игорь Каграманов/, «Семь пар нечистых» /Кирилл Белевич/, «Сердце мира» /Наталия Мещанинова/, «Подбросы» /Иван И. Твердовский/, «Книга моря» /Алексей Вахрушев/.

Этника киновĕн конкурсне Хакас, Чечня, Бурят, Пушкăртстан, Тутарстан, Алтай, Саха-Якут, Кабардин-Балкар, Чăваш Республикисенче тата Ямал автономи округĕнче ӳкернĕ 18 фильма тăратнă. Пирĕннисенчен «В красном море» /Андрей Митешин/, «Становление» /Андрей Малый/, «Наследие» /Юрий Сергеев/, «Подполковник Варламов слушает» /Юрий Спиридонов, Роман Смирнов/, «Запечатленные временем» /Алекс Плат/ ĕçсемпе паллашма май пулĕ.

Унсăр пуçне жюри членĕсен парнийĕсене те — вĕсен фильмĕсене, ретрокартинăсене, ача-пăча валли ятарласа ӳкернĕ ĕçсене — пурĕ 16 лапамра кăтартĕç.

Илемлĕ фильмăн çĕнтерӳçисене 6 номинаципе пахалĕç, чи лайăххи «Анне» гран-прие тивĕçĕ, этника конкурсĕнче ĕçсене 5 номинаципе хаклĕç.

Киноискусствăра гражданлăх тата патриотизм темисене çÿллĕ шайра çутатнă кинокартина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине тивĕçĕ.

 

Фоторепортаж



21 мая 2019
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter