Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Ҫу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Муниципаллă должноҫе вырнаҫас тесен тата вырăнти администрацисен пуҫлăхĕсен должноҫне йышăнас пулсан, пурлăхсем пирки тупăшпа тăкак ҫинчен кăтартусене пĕтĕмпех кирлĕ пек йĕркепе тивĕҫтермелле,  кун пирки калакан ĕҫ хучĕн проектне пăхса тухса ырласа хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев  ĕҫ хучĕн проекчĕ пĕтĕмпех федераци саккунĕпе тӳр килсе тăнине палăртнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче сайт ҫине кирлĕ пек мĕн пур хыпарсене вăхăтра вырнаҫтармаллине асăннă. Саккун проекчĕ харпăр хăй тĕллĕн тупăш пирки хыпарсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тăратма ирĕк парать. Кун пек йĕркене маларахри тапхăрта саккунпа килĕшӳллĕн пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварман пулнă.    

Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ольга Метелева хăйĕн докладĕнче 2019 ҫулăн 1-мĕш кварталти республика бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки каласа панă.  Кăҫал ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин республика бюджечĕн тупăш пайĕ 19,5 млрд танлашнине, планпа пăхса хăварнинчен 35,3 процент пулнине, тăкак пайĕ 12,8 млрд, планпа пăхса хăварнинчен 23,1 процентпа танлашнине хыпарланă.  

Чăваш Республикин инвестициллĕ программисемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыма хушнă министерство ертӳлĕхĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Регионти министерствăсене муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлеме, контрактсене ҫирĕп йĕркене пăхăнса вăхăтра йышăнса пымаллине чĕнсе хăварнă. «Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пачах та пулмалла мар, укҫа-тенкĕсене ҫийĕнчех ҫитерсе пымалла», тенĕ регион Ертӳҫи.

Строительство министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко тĕплĕн паллаштарнă.   Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмне ҫитес кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта хутса ăшăтмалли хатĕрсемпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки те каласа хăварнă министр. Халăха, социаллă тытăма электричествăпа, газпа туллин тивĕҫтерме запас хатĕрленессине те асăннă ертӳҫĕ. 2019 ҫулта авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне хатĕрленӳ ĕҫне пĕтĕмпех пурнăҫлса ҫитермеллине асăрхаттарнă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх газпа, ҫутăпа усă курнăшăн парăм чылай пухса янине асăннă. Шăпах та, ҫакă хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра пуҫлассине чăрмав кӳме пултарассине пăшăрханса каланă.   Ыйтупа муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче активлăрах ĕҫлеме хушнă регион Пуҫлăхĕ.

  Ҫынсене пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи пирки калакан ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухнă канашлăва пухăннисем. Кăҫалхи ҫулшăн пĕрремĕш кварталти кăтартупа Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева паллаштарнă. Вăтамран кăтарту хăпарнине, халĕ вăл 9 189 тенкĕпе танлашнине хыпарланă.  Ватăсем – 7 516 тенкĕ, ачасем – 9 226, ĕҫлеме пултараканнисем вара 9 748 тенкĕ илĕҫ. Чăваш Енри ГОиЧС ыйтăвĕсене тишкернĕ, патшалăх пурлăхĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхĕсем пирки сӳтсе явнă, приватизаци ҫинчен сăмахланă ларăва пухăннисем.  Ҫутҫанталăк сиен кӳнине кура, ял хуҫалăхра ĕҫлекенсем йывăрлăха кĕрсе ӳкеҫҫĕ, вĕсене патшалăх енчен кăштах та пулин тĕрев куҫарса параҫҫĕ. Субсиди валеҫмелли йĕркене пăхса тухса йышăнса хăварнă.   Ӳлĕмрен ял хуҫалăх пайĕнчи пурлăха страховани тума тивет, унсăрăн патшалăх енчен пулăшу куҫмасан та пултарать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов кăҫалтан пуҫласа, енчен те хуҫалăхсем хăйсен пурлăхĕсене страхламасан, вĕсене ӳлĕмрен патшалăх пулăшу куҫарассине пăрахăҫлама тытăнасса пĕлтернĕ. Кун пирки аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсен ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, инкеке лексен кăна чупма пуҫламалла мар, маларахри тапхăрсенчех тĕплĕ шухăшлама пĕлмеллине чĕнсе каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнĕлĕхе ял хуҫалăх тытăмĕнче ĕҫлекенсем патне вăхăтра илсе ҫитерме хушнă тĕрлĕ ведомствăсенче тăрăшакансене. Кая юлсан, каю шăтать, тенĕ ваттисен сăмахне никамăн та манма юрамасть.  



22 мая 2019
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter