Шупашкарта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась встреча полпреда Президента России в ПФО Игоря Комарова и Главы Чувашии Михаила ИгнатьеваҪу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Игорь Комарова республика бюджечĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă, кăҫалхи ҫул пĕрремĕш кварталта пурнăҫланă ĕҫсем ҫинчен чарăнса тăнă. Кăҫал пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан, ҫитĕнӳсем пуррине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ. Республика бюджетне тултарассипе кирлĕ пек мĕнпур тытăмра тăрăшакансем тĕллевлĕн лайăх ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ  вăл сумлă хăнана.

«Укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫарса пыратпăр. Социаллă ыйтусене татса парассипе те курăмлă ĕҫлени куҫкĕретех. Объектсем планпа килĕшӳллĕн пурте пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Вĕрентӳ пайĕ пирки калас пулсан, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ача сачĕ – 17 хута яма тĕллев лартнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта пысăк, хăтлă шкул хута каять. Унта харăсах 1100 ача ăс пухма ҫӳреме пултарать. Ҫитес ҫул регионта тата та тепĕр шкул хута кайĕ.   Унта вара 1600 ачана вырнаҫтармаллăх вырăн пулать. Ял тăрăхĕсенчи шкулсене тĕпрен ҫĕнетсе пыратпăр. Спортзалсем ҫĕнелсе, илемленсе пыраҫҫĕ, 150-шне тĕпрен юсанă. Спорт хăватлă аталанать, кăтартусем пысăк», тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Игорь Комарова, мĕн пур ĕҫсене пурнăҫласа пыма патшалăх енчен пысăк тĕрев панăшăн, пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Республика бюджечĕн тупăш пайне ӳстерсе пыни паха. Сывлăх сыхлавне, вĕрентӳ пайне, спорт, культура тытăмне вăйлатма меллĕ. Наци проекчĕсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсе пыни халăхăн кăмăлне ҫĕклеҫҫĕ. Федераци министерствисемпе регионти влаҫ килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни паллă. Малашне те мĕн пур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пыма тăрăшăр, халăх пĕтĕмпех ҫаксене курса ĕнентĕр»,  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ Игорь Комаров.    

Фоторепортаж



23 мая 2019
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter