Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртнĕ

В Чувашии на заседании Совета в формате «Волга-Янцзы» подписано 15 межрегиональных соглашений о сотрудничествеҪу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта,  федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Китайран килнĕ официаллă делегаци Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн господин пулнă.

Мероприятине РФ Атăлҫи федерацийĕн округне кĕрекен субъектсен ертӳҫисем хутшăннă. Кунсăр пуҫне ытти официаллă хăнасем те чылай килсе ҫитнĕ.  Вĕсем «Атăл-Янцзы» форматне РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн тата Китайăн экономика, суту-илӳ, наукăпа техника, гуманитари хутшăнăвĕсене вăйлатма хушнине тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен те малаллах кайнине палăртас килет. Паянхи кун тĕлне вăл Чунцин, Сычуань, Аньхой, Хубэй провинцийĕсемпе, муниципалитетсен шайĕнче Шупашкар Аньцин тата Цзилинь хулисемпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшĕве алă пуснă.

Канашлăва уҫнă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Китай тата Раҫҫей хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарса пыма, ҫӳлерех палăртнă, федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн ларăвĕ пысăк витĕм кӳнине асăннă.   

«Атăл-Янцзы» форматне ĕҫлетерме тытăниччен, пурĕ те 3 килĕшĕве ҫеҫ алă пусса ҫирĕпленĕ пулнă. 2013-мĕш ҫул хыҫҫăн, тĕрлĕ регионсем пĕтĕмпе 38 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ», – пĕлтернĕ Игорь Комаров.

Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем пĕтĕмпе 20 проекта пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсем экономикăпа, наукăпа техника, социаллă сферăсемпе ҫыхăннă.  Инвестициллĕ проектсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсен витĕмлĕхĕ те хăйне евĕр чаплă. Ытларах проектсем ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă, вĕсен шучĕ 13-не ҫитнĕ. Строительство пайĕ те кун йĕркинчех.  Пушкăрт  тăрăхĕнче цемент тирпейлесе кăларакан завод хута яраҫҫĕ. Чăваш Республикинче сумлă хăнасем ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Ытти регионсенче те сахал мар проектсем пур.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ субъект ертӳҫисене Китай Халăх Республики йĕркелесе тăратакан куравсене тăтăшах хутшăнма чĕнсе каланă, таварсем пирки хыпарсене анлăрах сармаллине асăннă вăл. Социаллă пай та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать, апла пулсан вăл тытăмра та ҫĕнĕлĕхсемпе усă курса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута яма тĕллев лартмаллине палăртнă Игорь Комаров.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, ӳлĕмрен тата та икĕ ҫĕршыв хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлса пырассине шанса каланă вăл.  

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн пурне те ҫакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн мухтаса тав тунă. Ырă кăмăллă  ҫынсем пурăнаҫҫĕ Чăваш Енре тенĕ вăл. Ултă ҫул хушшинче регионсем ҫыхăнусене ҫирĕплетсех пынине, Канаш ĕҫĕ те самай пысăк тĕрев панине палăртнă. Пурте ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассишĕн сахал мар тăрăшаҫҫĕ тенĕ вăл.

Политика енчен те ырă самантсем пулса пыраҫҫĕ. Республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ен продукцине Раççей тулашĕнче туянакан çĕршывсен ретĕнче Китай тăваттăмĕш вырăнта (ытти вун-вун патшалăх хушшинче лайăх кăтарту). Импорт тавара республикăра йышăнассипе Китай пĕрремĕш.

Китайпа Чăваш Енĕн тулаш суту-илӳ çаврăнăшĕн калăпăшĕ (укçа-тенкĕпе илсен) пĕлтĕр виçĕм çулхинчен вăтăр пĕр процент пысăкрах пулнă. Импорт 30% хушăннинчен ытла экспорт ӳсни савăнтарать. Çав калăпăш иртнĕ çул 2016 çулхинчен самай хушăннă. Паллах, цифрăсем тулаш суту-илӳ вăйланса пынине çирĕплетеççĕ. Вăл татах сарăлма пултарнине палăртаççĕ Чăваш Ен тата Китайри асăннă провинцисемпе хуласен ертӳçисем.

20182019-мĕш ҫулсене Раҫҫей тата Китай ҫулталăкĕсем тесе йышăнса хăварнă. Китай Халăх Республикин Председателĕпе Си Цзиньпинпа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ, икĕ ен ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассишĕн тăрăшаҫҫĕ тенĕ Ван Юн.  

«Калаҫа килĕшнисене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫа кĕртсе пымалла. Ку пирĕн ҫивĕч тĕллев. Ертӳҫĕсем палăртнă ыйтусене вăраха тăсса пымасăр пурнăҫламалла», тесе сăмаха малалла каланă Китай Халăх Республикинчен килсе ҫитнĕ делегацийĕн ертӳҫи Ван Юн. Туслăх пысăк пулмалла, пĕрне-пĕри яланах пулăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ хăна.

«Канашлу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе ҫывăхрах паллашма пулать. Пĕрне-пĕри шанса, кăмăлтан калаҫса килĕшме меллĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочилĕ представителĕпе Игорь Комаровпа тарăнрах та паллашрăмăр», – тенĕ Ван Юн.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура Китай тата Чăваш Ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канаш пуриншĕн те ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ тенĕ регион Ертӳҫи.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ икĕ енĕн суту-илӳ çаврăнăшне сарса, Китай компанийĕсене çĕршывра инвестици çуллен ытларах хывма май туса производство калăпăшне ӳстерме ыйтать. Владимир Путин Китай тĕлĕшпе тытса пыракан экономика политики Раççей халăхĕсен интересĕсене тивĕçтерет. Чăваш Ен хапăл тусах ҫӳлерех асăннă республикăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлеме шут тытнине хыпарланă Михаил Игнатьев.

Инçетри туссене Раççейре инвестици хывса производство йĕркелеме меллĕ магистральсем кирлĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Китай компанийĕсене тивĕçтерет: республика урлă федераци автотрасси тата чукун çул иртеççĕ, региона промышленноç центрĕсемпе çыхăнтараççĕ. Апла пулсан, продукцие вырнаçтарма рынок анлă тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

2018 ҫулта Чăваш Республикинче «Химпром» ПАО хушма производство хута янă, ăна ДэчжоуКемтиксКэмикэл (DezhouChemticsChemicalCo) Китай компанийĕ витĕм кӳнĕ.

Дзинджоу хулинче «Август» АО фирма тата ЦзянсуАгрокемЛаборатОри  ĕҫлĕ килĕшĕве тĕпе хурса производство уҫнă.  «Август» Фирма пурĕ проекта пурнăҫа кĕртме 50 млн доллар США инвестици хывнă. Пĕтĕмĕшле проектăн калăпăшĕ 100 млн долларпа танлашать.  

Чăваш Ен Китай Халăх Республикине агропромышленноҫ таварĕсене самай ăсатать, кăтарту 40 процента яхăн ҫитнĕ.

Китай партнерĕсем Чăваш Республикинче ҫав тери пысăк проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, инвестици сахал мар хываҫҫĕ вĕсем. РэйлвэйИнвестмент Групп (RailwayInvestmentGroupCo., LTD) Сычуань компанийĕпе пĕрле агропарк хута ярасшăн.   

«Халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ. Экологи енчен таса тавар предприятисенче калăпласа кăларĕҫ. Тĕнче шайĕнчи рынока тухма та меллĕ пулĕ», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Инвестицийĕн калăпăшĕ 10 миллиардпа танлашать тесе хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Гуманитари енĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуҫланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Чăваш Енĕн сумлă ывăлĕ Никита Бичурин пирки асăннă. Паллă ăсчах культура, истори енĕпе сахал мар пысăк ĕҫсем тунине палăртнă. Раҫҫейпе Китай хушшинчи ҫыхăнусене тĕпченĕ тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Ҫитĕнекен ăру Китай чĕлхине вĕренессишĕн тăрăшать. Пирĕн республикăра условисем сахал мар вĕсене валли. Чăваш патшалăх университетĕнче ятарлă уйрăм йĕркелесе хута янă. Унта ҫамрăк яш-кĕрĕм хаваспах ют чĕлхене вĕренме ҫӳрет. Наци вулавăшĕнче те ятарлă центр ĕҫлет, унта китай чĕлхипе ҫамрăксем пĕтĕм кăмăлтанах калаҫаҫҫĕ. Аслă шкулсем хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленнĕ. Ҫамрăксем пĕр-пĕринпе калаҫма вĕренсе пыраҫҫĕ. Спорт, культура, медицина тытăмĕнче те ҫӳлерех асăннă чĕлхен витĕмлĕхĕ пысăк.

Сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Игорь Комарова Чăваш Ене ĕҫлĕ канашлăва килме кăмăл тунăшăн тав тунă, Ван Юна пуриншĕн те усăллă уҫă калаҫу ирттернĕшĕн мухтанă. Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем чăннипех те Китай Халăх Республикипе тачă ҫыхăнса ĕҫленине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ регион Ертӳҫи.   «Туслăх – халăх пуянлăхĕ, ăна мĕн авалтан пысăка хурса хакланă пирĕн ентешсем. Шанатăп, малашне те туслăх ҫирĕпленсе вăй илсе пырасса», тенĕ Михаил Игнатьев.

Паян Шупашкарта иртекен виççĕмĕш ларура федерацин Атăл тăрăхĕнчи, Китайри регионсем тата Чăваш Ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшӳсем çирĕплетнĕ. Çумпредседательсем, канашăн яваплă секретарĕсем, регионсен тата компанисен представителĕсем экономика, суту-илӳ, гуманитари, наукăпа техника çыхăнăвĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Килĕшӳсем туса Чăваш Енпе Китайăн тулаш суту-илӳ çаврăнăшне ӳлĕм иртнинчен пысăклатма, Китай инвесторĕсем республикăна инвестици хывса региона тата та вăйлăрах витĕм кӳрессе ĕненетпĕр.

Фоторепортаж



23 мая 2019
19:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter