Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш наци музейĕнче пулнă

Полпред Президента России в ПФО Игорь Комаров и член Госсовета КНР Ван Юн посетили Чувашский национальный музейҪу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш наци музейĕнче пулнă.

Музейра пĕтĕмпе 200 пин ытла тĕрлĕ хатĕр упранать. Истори, культура пайне тĕпчеме питĕ ансат, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма меллĕ.  

Сумлă хăнасене Наци музейĕнче ĕҫлекенсем чăвашсен кĕпе-тумтирĕпе, савăт-сапасемпе, илем кӳрекен хатĕрсемпе паллаштарнă.    Китай Халăх Республикинчен килнĕ делегаци чăвашсен тĕррине курса хакланă, пĕрпеклĕхсене сăнанă. Никита Яковлевич Бичурин пирки хайланă курав хăйне евĕр кăсăклă пулнă. Китай халăхĕн грамматикине ăсталанă ăсчах питех те тарăн шухăша янă хăнасене. 4 томлă вырăсла китайла сăмахсар пĕлтерĕшĕ паянхи кун та упраннине асăннă ертӳҫĕсем. Пирĕн тăрăха килсе ҫитнисене ҫакăн пекех Иван Яковлев, чăвашсене ҫутта кăлараканĕ те кăсăклантарнă, унпа тĕплĕнрех паллаштарма ыйтнă музей ĕҫченĕсенчен.

Куравсене пăхса ҫаврăннă хыҫҫăн, Ван Юн пионерсен хаҫачĕ пирки сăмах пуҫарнă, вĕсен юхăмĕ те хăй вăхăтĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илсе хăварнă.   Хĕрлĕ галстук пионерсен символĕ пулнине палăртнă.

Экскурси ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, хăнасемпе пĕрле Чăваш Республикин символĕсем пирки те сӳтсе явнă.

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн пайташĕ Ван Юн музей директорне Ирина Меньшиковăна  тата Елена Тоненковăна мухтаса тав сăмахĕсем каланă, тăван ҫĕршыва юратса  музейра паха куравсем хатĕрленнине асăннă.  

Фоторепортаж



23 мая 2019
19:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter