Чăваш Республикине Китай Халăх Республикинчен сумлă делегаци килсе ҫитнĕ

В Чувашию прибыла официальная делегация из КитаяҪу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикине Китайран сумлă делегаци килсе ҫитнĕ.  Ăна ертсе пыраканĕ – Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ господин Ван Юн.

Шупашкарта сумлă хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.

Ертӳҫĕсем пĕр-пĕринпе ăшшăн калаҫса сывлăх суннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикипе Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине, килĕшӳсем тата та анлăрах сарăлса пынине палăртнă.

«Пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тăватăп. Пĕрремĕш хут Чăваш Республикинче пулса куратăп эпĕ. Сирĕнпе паллашма питĕ хавас», - тенĕ Китайран килсе ҫитнĕ сумлă хăна -  Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ господин Ван Юн.

Хăнасем пирĕн тăрăха Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне хутшăнма килсе ҫитнĕ. Мероприяти ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртет. Паллă пулăма ертсе пыраканĕсем: РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представтелĕ Игорь Комаров тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ господин Ван Юн.

Паян Шупашкарта Игорь Комаров тата Ван Юн "Волга-Янцзы" аслă шкулсен Ассоциацийĕн форум ĕҫне тытăнма старт парĕҫ.

Фоторепортаж



23 мая 2019
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter