Чăваш Ене федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне килсе ҫитнĕ делегацисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В рамках третьего заседания по межрегиональному сотрудничеству в формате «Волга-Янцзы» состоялась встреча глав делегаций в узком составеҪу уăхĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче, Чăваш Ене федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне килсе ҫитнĕ делегацисен ертӳҫисемпе, ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представтелĕ Игорь Комаров тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ  Ван Юн господин йĕркелесе ертсе пынă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ регионĕсен ертӳҫисем, РФ влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Китай Халăх Республикин регионĕсен пуҫлăхĕсем тата та ытти нумай официаллă ҫынсем пухăннă.  

Хăнасене чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ăшшăн саламланă. Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине, килĕшӳсем тата та анлăрах сарăлса пынине, мĕн пур ыйтусене федерацин влаҫ органĕсем ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă. Паянхи тĕлпулу, инвестициллĕ проектсене пĕрле килĕшсе пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрессе шанса каланă вăл.   

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн пайташĕ Ван Юн хăйĕн сăмахĕнче икĕ ен хушшинче ҫирĕп ҫыхăну пултăр тесе, Атăлҫи федераци округĕн ертӳлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Раҫҫей тата Китай хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе пынине асăннă.

«Пирĕн ҫĕршывсен ертӳҫисем 2018-2019-мĕш ҫулсене Раҫҫей тата Китай ҫулталăкĕ тесе палăртнă.  Нумаях пулмасть, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Китай тăрăхĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнăччĕ. Унта вăл «Один пояс – один путь» форум ĕҫне хутшăннă. Сăмах май, Раҫҫей Федерацине ЦК КПК, Китай Халăх Республикин Председателĕ Си Цзиньпин ĕҫлĕ визитпа килме плана кĕртнĕ. Санкт-Петербургра экономика форумĕнче пуласшăн. Эпир пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассишĕн тăрăшатпăр. Килĕшӳсене те ҫирĕплетсе пыратпăр» - тесе палăртнă шухăша  Ван Юн господин.

Фоторепортаж



23 мая 2019
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter