Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунă

Полпред Президента РФ в ПФО Игорь Комаров, член Госсовета КНР Ван Юн и Глава Чувашии Михаил Игнатьев возложили цветы к Вечному огнюҪу уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне килсе ҫитнĕ пысăк хăнасем, «Ҫĕнтерӳ» Мемориаллă комплекс умне пынă, Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ патĕнче самантлăха шăплăха тытнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев палăк умне чечексем хунă.

Паллă пулăма РФ Президенчĕн Атăлҫи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуҫи  Игорь Колчин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата ытти официаллă ҫынсем те хутшăннă.   

Фоторепортаж



23 мая 2019
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter