Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн «АККОНД» АО ĕҫне пысăка хурса хакланă

Член Госсовета КНР Ван Юн высоко оценил продукцию кондитерской фабрики «АККОНД»Ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ  Ван Юн господин, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «АККОНД» пылак ҫимĕҫсен фабрикинче пулнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă. Предприяти тĕнчипе паллă, хамăр регионта кăна мар, ытти ҫĕршывсенче те вĕсен таварĕсене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  

Сумлă хăнасене организаци пирки тĕплĕнрех паллаштарма май паракан видиоролика кăтартнă. Делегаци членĕсем производство цехĕсенче пулнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ, таварсен пахалăхне хакланă.   

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов уҫă калаҫу вăхăтĕнче предприятийĕн тĕп ҫул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă. «Паянхи пурнăҫ таппипе килĕшӳллĕн, фабрикăра 500 ытла тĕрлĕ таварсем тирпейленсе тухаҫҫĕ. Кашни ҫул тенĕ пек, производство калăпăшне 15 процент ытла пысăклатса пырать», - тесе хыпарланă кондитер фабрикин ертӳҫи.   

Валерий Иванов хăйĕн сăмахĕнче предприяти ют ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăннине, таварсене тивĕҫтермелли географине тата та анлăлатма шут тытнине те пĕлтернĕ. Предприяти таварсене экспорта куҫарса пырассипе те хăватлă ĕҫлесе пырать. Кăтарту та ҫук мар, 2018 ҫулта экспорта куҫарнă таварсен калăпăшĕ 30 процента ҫити хăпарчĕ тесе пĕлтернĕ ырă хыпара вăл. Китай Халăх республикипе ҫӳлерех асăннă предприяти 2016-мĕш ҫултан пуҫласа тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Кашни уйăхрах ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлсах пыраҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕ.  

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн господин предприяти ĕҫĕпе тĕплĕн паллаштарнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă ертӳҫĕсене. Китай халăхĕ таварсене пĕтĕм кăмăлтан хисепление пĕлтернĕ сумлă хăнасем.

Таварсем экологи енчен паха, ял хуҫалăх таварĕсемпе усă курни те сисĕнет, апла пулсан – пылак ҫимĕҫе ватти-вĕтти пĕтĕм чун-чĕререн кăмăлласа ҫиет тенĕ вăл.

Ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă Ван Юн тĕнчипех паллă пысăк предприятине. «Сирĕн тĕрлĕ таварсем пурне те савăнтараҫҫĕ. Производство пысăк технологине тĕпе хурса ĕҫлет, пахалăх шайĕ ҫавăнпа пысăк», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ.  

Фоторепортаж



23 мая 2019
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter