Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ли Хуэйпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с Чрезвычайным и Полномочным Послом КНР в РоссииҪу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Правительство ҫуртĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ли Хуэйпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Китай Халăх Республикин Хусанти Генеральнăй консулĕ У Инцинь хутшăннă.  

Михаил Игнатьев Ли Хуэйа  Туслăх орденĕ пысăк наградăна тивĕҫнĕ ятпа саламланă. Сумлă хăнана ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин наградăланă.

Тĕлпулăва пухăннисем федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ пирки сӳтсе явнă.

Ҫакăн йышши пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерме Чăваш Республикине шанни, ҫав тери пысăк чыс тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Китай тата Раҫҫей ҫĕршывăсене пĕр-пĕринпе ҫывăхрах тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыма май паракан пулăм тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Ли Хуэй федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн ларăвĕ пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Чăваш Республикипе ӳлĕмрен тата та пысăкрах ҫыхăнусем пуласса шанса каланă.   «Атăл-Янцзы» форум та ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл сăмаха малалла вакланă май.  

«Сирĕн регион пирки пĕлме лайăхрах условисем йĕркеленнĕшĕн, эпир савăнатпăр. Чăваш Республикин пысăк потенциал пуррине курса ĕнентĕмĕр. Эсир ертсе пыракан республикăн пуласлăхĕ тата та хăватлă пуласса шанатпăр», – тенĕ Китай Халăх Республикин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ли Хуэй. Михаил Игнатьева мухтаса тав сăмахĕсем каланă сумлă хăна.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем кăҫал утă-ҫурла уйăхĕсенче Китай Халăх Республикин Раҫҫейри Посольствинче Чăваш Республикин презентацине йĕркелесе ирттерме калаҫса килĕшнĕ, ыйтусене тĕплĕнрех сӳтсе явнă.      

Фоторепортаж



24 мая 2019
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter