Чăваш Ен тĕп хулинче аслă шкулсен «Атăл-Янцзы» ассоциацийĕн форумĕ уҫăлнă

В столице Чувашии открылся Форум Ассоциации вузов «Волга-Янцзы»Ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăл-Янцзы» аслă шкулсен ассоциацийĕн форумне старт панă.

Форума Китай Халăх Республикинчи 12 аслă шкулсенчен представительсем килсе ҫитнĕ. Атăлҫи федераци округне кĕрекен 20 аслă шкулсен ĕҫченĕсем мероприятине хутшăнма кăмăл тунă.  

Паллă пулăма уҫнă май, Игорь Комаров Ассоциаци халăхсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма витĕм кӳнине палăртнă, тĕрлĕ регионсен ҫирĕп туслăхĕ ҫуралнине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пысăк квалификациллĕ ҫамрăк специалистсене хатĕрлеме те меллĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса. Регионсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашаҫҫĕ, вĕсене тĕпе хурса ыйтусене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшаҫҫĕ. Сахал мар пĕрлĕхре тĕпчев ĕҫĕсене те вĕсем йĕркелеҫҫĕ.

«Раҫҫей тата Китай хушшинче туслăх кăна мар, икĕ ҫĕршыв тĕнчене тата та хăватлăрах вăй илтерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Эпир пурăнакан ҫĕршывра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме условисем йĕркеленеҫҫĕ, тăнăҫлă аталанса пыма кирлĕ пек ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Ахальтен мар каланă Китай халăхĕ: «Енчен те аслисем ҫамрăксене ăс парса вĕренсе хăвармасан, ҫитĕнекен ăру ĕмĕрне те ăслă пулаймĕ», - тенĕ.  Раҫҫей тата Китай хушшинчи ҫыхăнусем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ, аслă шкулсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опытне тĕпе хурса ĕлеҫҫĕ тенĕ Раҫҫей Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн аслă шкулсен Ассоциацийĕ пĕрлехи мероприятисене йĕркелесе пыма май парать тенĕ хăйĕн сăмахĕнче. Вĕренӳре, наукăра, техникăпа социаллă сферăсенче пысăк технологисене тĕпе хурса ҫĕнĕлĕхсене тĕпчесе пĕлме те условисем йĕркелесе тăратнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – ҫӳлерех асăннă мероприятине ытларах та ытларах ҫынсене явăҫтарасси, ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатса пырасси пулнине те палăртнă сумлă хăна.

«Аслă шкулсем – ҫав тери хăватлă вĕсем. Пĕр-пĕрин хушшинчи ҫыхăнусене вăйлатса пыма пулăшаҫҫĕ. Регионсем паха ĕҫ опычĕсемпе кулленех палашаҫҫĕ», - тенĕ КХР Патшалăх Канашĕн пайташĕ. Аслă шкулсенче тăрăшакансем икĕ ҫĕршыва тата та вăйлатма витĕм кӳрсе пыраҫҫĕ, социаллă пурнăҫпа экономикăна ҫирĕплетме витĕм кӳни те куҫкĕретех. Чулхулари Р.Е.Алексеев ячĕллĕ патшалăх университечĕн ректорĕ Сергей Дмитриев тата Сычуань университечĕн ректорĕ Ли Яньжунь вĕренӳ учрежденийĕсен хушшинчи пĕрпеклĕхсем пирки каласа панă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, туслăх вăй илсе пынине палăртнă.

Тĕрлĕ регионсенчи аслă шкулсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тĕллевлĕн ĕҫлесе пыни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕплĕн ăнлантарса панă.   Юлашки 5 ҫул хушшинче Чăваш Енри 50 аслă шкулта ĕҫлекен сахал мар тĕнче шайĕнче пулакан мероприятисене хутшăнса, хăйсен ăсталăхне туптаса пынине каланă вăл.  Студентсем час-часах тĕрлĕ ҫĕршывсенче пулнине те асăннă ертӳҫĕ. Вĕсен паха опытне хамăр тăрăхра ыттисене вĕренсе пынине каланă вăл.

Форум ĕҫĕнче вĕрентӳпе ҫыхăннă ытти ыйтусем пирки тарăн калаҫнă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пымаллине асăннă. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем яланах пĕрне-пĕри ăнланса пынă, малашне те ҫаплах пуласса шанса каланă форум ĕҫне пухăннисем.   

Паян форум малалла пырать, тĕрлĕ секцисем ĕҫлеҫҫĕ, паха специалистсен ĕҫĕсемпе ертӳҫĕсем тĕплĕнрех паллашаҫҫĕ. 

Фоторепортаж



24 мая 2019
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter