Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче РСФСР тава тивĕҫлĕ артисткипе Ангелина Вовкпа уҫă калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с заслуженной артисткой РСФСР, телеведущей Ангелиной ВовкҪу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче РСФСР тава тивĕҫлĕ артисткипе Ангелина Вовкпа уҫă калаҫу ирттернĕ.

Чăваш Ене килсе курма хапăл тунăшăн паллă артисткăна, телекурав ертӳҫине тав тунă Михаил Игнатьев, халăх ăна пĕтĕм кăмăлтан телеэкрансем умĕнче кĕтнине, хисепленине, юратнине хыпарланă.  

Ангелина Вовк Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи кинофестиваль Чăваш Енре питĕ ҫӳллĕ шайра иртнине асăннă, Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа пулакан ĕҫсем те унăн кăмăлне ҫĕкленине палăртнă. Шупашкар хули таса, илемлĕ, условисем пурăнма питĕ чаплă тенĕ хăна. Пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланние каланă артистка. «Эсир регион аталанса вăй илсе пытăр тесе сахал мар тăрăшатăр, халăхăн пурнăҫ условийĕ ырă енне куҫса пытăр тесе ĕҫлени куҫкĕретех», - ҫирĕппĕн каланă Ангелина Вовк.   

Калаҫу вăхăтĕнче ачасен пултарулăхĕсем пирки сăмах пуҫарнă. Сăмах май, сумлă хăна «Песенка года» фестиваль ҫинчен чарăнса тăнă. Паллă, вăл передачăна пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче телеертӳҫĕ темиҫе ҫул хушши ĕнтĕ ертсе пырать. Мероприяти  Хура тинĕс ҫыранĕ хĕрринче вырнаҫнă «Орленок»  ачасен центрĕнче пулать.

Фоторепортаж



24 мая 2019
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter