Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестивале хутшăннă артистсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с участниками XII Чебоксарского международного кинофестиваляҪу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестиваль  вĕҫленет. Паян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев киноактерсемпе тĕл пулнă. Килнĕ хăнасем, жюри членĕсем республика Ертӳҫине хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятийĕн пултарулăх ертӳҫине, Раççейри «Ника» киноискусство академийĕн академикне, кино историкне, Раççейри Оскар комитечĕн пайташне Сергей Лаврентьева мухтаса тав сăмахĕсем каланă,  мероприяти ҫав тери чаплă пулнине асăннă. Пултаруллă артистсем Чăваш Енре пурăнакансен кăмăлне ҫĕкленине, ҫынсем хаваспах кино курма ҫӳренине хыпарланă вăл.

Кăҫал кинофестивальте икĕ конкурс иртнĕ. Жюри членĕсен йышĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем те чылай пулнă.  Илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине совет, Раççей, Узбекистан киносценарисчĕ, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольдеша Агишев ертсе пынă.

«Пĕрле тăрăшса чаплă мероприятисем ирттертĕмĕр. Кинофестиваль ҫӳллĕ шайра иртрĕ», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Ҫулсерен пулакан мероприятийĕн пĕлтерĕшĕ ӳссех пынине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ятсем ҫуралаҫҫĕ, артистсем халăх хушшинче, пысăк хисепе тивĕҫеҫҫĕ. Тĕнче шайĕнчи пулăм пурне те хавхалантарать, киносене ҫӳреме чĕнет. Паллă режиссерсем паха киносем лартса халăх патне ҫитереҫҫĕ. «Эпир туслăха упрама яланах хатĕр. Ҫынсене эсир савăнтаратăр. Сире вĕсем хапăл тусах кĕтеҫҫĕ. Уҫҫăн тĕл пулса калаҫни тата та ĕҫлеме вăй-хал хушать», каланă Михаил Игнатьев.  

Сергей Лаврентьев жюри членĕсем пысăк професси шайĕнче ĕҫленине асăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Енĕн Культура министерствине тав сăмахĕсем каланă  Раççейри «Ника» киноискусство академийĕн академикĕ, кино историкĕ, Раççейри Оскар комитечĕн пайташĕ.

 Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольдеша Агишев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре киносем курма килекенсем питĕ йышлăн пулнине асăннă. Халăх фильмсене пĕтĕм кăмăлтан ҫӳрет тенĕ вăл.

Григорий Гладков ҫамрăксен театрĕнче ачасемпе тĕлпулу ирттерни ҫинчен каласа кăтартнă.   Вĕсемпе питĕ кăмăллă юлнине хыпарланă сумлă хăна. Ачасем курма кăна мар пĕлеҫҫĕ, юрра та питĕ хавас тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Ачасем валли пуласлăхра кино хатĕрлесен питĕ лайăх пулнă пулĕччĕ те»,  тенĕ артист.

РСФСР тава тивĕҫлĕ артистки Ангелина Вовк Михаил Игнатьева ырланă, «Культура» наци проектне пурнăҫа кĕртсе пырассипе курăмлă ĕҫлесе пынине асăннă.  «Сирĕн сăмахсене итленĕ хыҫҫăн питĕ хĕпĕртерĕм, регионта культура питĕ лайăх аталанса пырать, пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех, объектсем чаплă та хăтлă, пурсăмăра та хавхалантарчĕ», пĕлтернĕ шухăша Ангелина Вовк.

Фоторепортаж



24 мая 2019
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter