Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ предпринимательсем!

Сире Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак кун - теветкеллĕхрен шикленмен, хăйсем ҫине яваплăх илме пултаракан тата хăюллă тĕллевсемпе проектсене пурнăҫа кĕртме пултаракан ҫынсен уявĕ.

Чăваш Енре паян пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 16 пин предприятийĕ регистрациленнĕ, 30,7 пин уйрăм предприниматель ĕҫлет. Нумай енĕпе вĕсем тăрăшуллă тата йĕркелӳҫĕ таланчĕллĕ пулни экономикăна аталантарма май парать, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, бюджетăн тупăш пайĕ пуянланать, таварсемпе пулăшу ĕҫĕсен ассортименчĕ  анлăланать. Влаҫăн мĕн пур шайри органĕсен тĕп тĕллевĕ - предпринимательсемшĕн хăйсен  хăвачĕпе туллин усă курмалли лайăх майсем йĕркелесси. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине лайăхлатас тата анлăлатас, инвестицисем явăҫтармалли условисем йĕркелес енĕпе тĕрлĕ енлĕн ĕҫлетпĕр. 2019 ҫултан тытăнса Чăваш Ен «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуҫарулăхне пулăшасси» наци проектне пурнăҫлас ĕҫе пуҫăнчĕ, ҫакă 2024 ҫул тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсен шутне 30% ӳстерме май парĕ.

Мĕн пур предпринимателе экономикăна тата обществăри социаллă тăнăҫлăха ҫирĕплетес ĕҫе курăмлă тӳпе хывнăшăн тав тăватăп. Эсир тăван тăрăха аталантарма, ыр кăмăллăх пуҫарăвĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пулăшни уйрăмах хисепе тивĕҫ. Пĕтĕм чунтан ĕҫĕре ăнтарса пыма, шанчăклă ĕҫтешсем тупма, Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн пурнăҫлакан мĕн пур тĕллевĕре тӳрре кăларма, сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ыранхи куна ҫирĕп шанма сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                         Михаил Игнатьев



26 мая 2019
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter