Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хими отраслĕн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хими отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

Хими индустрийĕ Чăваш Республикин малта пыракан отраслĕ шутланать. Регионти тирпейлекен промышленноҫ производствин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хими отраслĕнчи предприятисем туса кăларакан таварсен тӳпи 20 процента яхăн йышăнать. Чăваш Ен предприятийĕсен продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеҫҫĕ, вĕсене ыйтаҫҫĕ. 2018 ҫулта хими промышленноҫĕн таварĕсен экспорчĕ республикăн пĕтĕмĕшле экспорт калăпăшĕнче 50 яхăн процент шутланать. Паян отрасльте производствăна ҫĕнетме тата пысăк пахалăхлă, конкуренцие витĕмлĕ продукци туса кăларма май паракан инвестици проекчĕсем пурнăҫланни уйрăмах савăнтарать.

Хими промышленноҫĕнче  ĕҫлекенсен професси ăсталăхĕ, вĕсем хăйсен ĕҫне юратса пурнăҫлани малашне те Чăваш Республикин экономикине аталанма хăват парса тăрасса шанатăп. Сире чун-чĕререн ҫирĕп сывлăх, ырлăх, телей, профессире пысăк ҫитĕнӳсем тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                     Михаил Игнатьев.



26 мая 2019
07:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter