Пĕрремĕш каналăн ыр кăмăллăх акцийĕ Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пысăк концертпа тата илемлĕ фейерверкпа вĕҫленет

Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Шупашкарта «Стань первым!» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Ҫулсерен палăртнă мероприятине Раҫҫейре телекуравăн Пĕрремĕш каналĕ йĕркелесе ирттерет.

Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ҫăлтăрсен десанчĕ Чăваш Ене килсе ҫитет.  Паллă артистсем, телеертӳҫĕсем, журналистсем чаплă уяв ачасем валли хатĕрлеҫҫĕ. Акци сусăр ачасене, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнисене, нумай ачаллă ҫемьесене тимлĕх уйăрма шантарать.

Паян, ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Шăпах та, ыр кăмăллăх акцине регионта епле хатĕрленни пирки ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов паллаштарнă.   

Уяв мероприятийĕ Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре пулать, «Ĕмĕтсем пурнăҫланаҫҫĕ» проектпа пуҫланать.

Пĕрремĕш канала ертсе пыракансемпе пĕрле ачасем «Олимпийский» стадионра, «Амазония» этнокомплексра, Лакрей вĕрманĕнче,   Шупашкара 500 ҫул паркра, шкулсенче, культура ҫурчĕсенче та сахал мар мероприятисем ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Кунсăр пуҫне больницăра сипленекен ачасем патне те ҫитсе килĕҫ хăнасем, вĕсемпе пĕрле савăнăҫлă пулăмсем ирттерĕҫ.

Тăлăха юлнă ачасем, сусăррисем, нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекенсем  валли Шупашкарта Пăр керменĕнче уяв концерчĕ пулать.

Мероприятисене Чăваш Енĕн тĕп хулинче Хĕрлĕ тӳремре пĕтĕмлетеҫҫĕ, Атăл ҫыранĕ хĕрринче уяв фейерверкĕ пулать.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятисене ҫӳллĕ шайра ирттерме чĕнсе каланă. 



27 мая 2019
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter