Чăваш Республикинче лагерьсене ачасене вырнаҫтарма тĕплĕ хатĕрлесе ҫитернĕ

Ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Пирĕн ентешсем «Ҫамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia)» Наци Чемпионатĕнче мала тухнисен йышĕнче.   Ырă хыпар пирки регион Пуҫлăхĕ асăннă.

Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăксен ашшĕ-амăшĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Пысăк профессионалсем пулма вĕрентнĕшĕн пурне те ырласа мухтанă.  

«Ҫамрăксене  профессионалсем пулма витĕм кӳресси – патшалăх политикин приоритечĕ шутланать. Паянхи ĕҫ рынокĕнче те паха специалистсене ытларах ыйтаҫҫĕ. Пысăк технологисене пăхăнса ĕҫлеме пĕлекенсем ялан пĕлтерĕшлĕ. Ҫав тери аван, яш-кĕрĕм пĕтĕм чунтан хавхаланса хăйсен ăсталăхне туптаса пырать, тавракурăмлăхне ӳстерет. Тĕрлĕ конкурссенче мала тухассишĕн тăрăшать. Ăслă ҫын, пуласлăхра хăйне валли килĕшекен ĕҫ те яланах тупаять», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

«Ҫамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia)»  Наци Чемпионачĕн финалĕ иртнĕ эрнере Хусанта иртнĕ. Пурĕ унта Чăваш Республикинчен 30 ытла ҫын хутшăннă.  82 регион хушшинче Чăваш Енрен кайнă специалистсем хисеплĕ 16-мĕш вырăна тухнă. Икĕ ылттăн медале, икĕ кĕмĕл медале тата пиллĕк медальон ҫĕнсе илнĕ.   

Чи лайăх ĕҫлесе пыракан 100 шкула палăртнă. Раҫҫейри 32 регионтан вĕрентӳ учрежденийĕсем хисепе тивĕҫнĕ. Чăваш Республикинчен строительство техникумĕпе апат-ҫимĕҫ технологи техникумĕ мала тухнă.

Федераци шайĕнче пысăк ҫитĕнӳпе палăрнă вĕренӳ учрежденийĕсене мухтаса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Паян планеркăра ачасен ҫуллахи канăвĕ пирки ыйтăва та сӳтсе явнă.

2019 ҫулта лагерьсемпе сывлăха ҫирĕплетекен учрежденисене валли бюджетра 474 млн ытла укҫа пăхса хăварнă. Мĕн пур ачасенчен 65 проценчĕ кану учрежденийĕсенче хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерĕ, сывлăхне ҫирĕплетĕ. Палăртмалла, 48 пин шăпăрлан, йывăр ҫемьесенче ӳсекеннисем.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов кăҫал  пурĕ 383 кану лагерĕ уҫăлассине хыпарланă.

18 организаци хăйсен программисене экспертиза кăларма тăратнă. Чи ăнăҫлисем шутĕнче: «Волна», «Березка», «Бригантина», «Звездный», «Солнышко» ятлă лагерьсем. Лагерьсем (стационар йышшисем кăна — 18) вĕсене çак эрнерех йышăнма пуçлаççĕ ĕнтĕ. Тата — шкулсен çумĕнчи лагерьсем. Профиль сменисем те пулаççĕ — «Юнармия» сменăран пуçласа çулсем çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерекен çамрăк инспекторсене уйрăммăн пухасси таранах.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ачасене лагерьсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе комплекслă ĕҫсем пурнăҫлание хыпарланă. Ятарлă хатĕрсене учрежденисенче тата вĕсен ҫывăхăнче ҫителĕклĕ вырнаҫтарнине палăртнă служба ĕҫченĕсем.  

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьева лагерьсен персоналĕн сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă — инфекци чирĕсемпе чирлисене ĕçе явăçтарма юраманнине каланă. Тĕрĕслев çавнашкал чылай çынна тупса палăртнă — вĕсем халь сипленеççĕ. Лагерьсен территорийĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хӳтĕлес енĕпе те мерăсем йышăнмалла. Елена Геннадьевна республикăра инфекциллĕ сăвăссене тупса палăртни çинчен пĕлтернĕ — сыхлăх пушшех кирлĕ тесе тепĕр хут асăрхаттарнă.

Лагерьсене кайма тытăнасси шутлă кунсем ҫеҫ тăрса юлнă. Михаил Игнатьев вара лагерьсен персоналĕн кăмăл-сипет пахалăхĕсене те тĕрĕслемелли пирки асăрхаттарнă. Вĕсен хушшинче судпа айăпланнисем пулмалла мар — ку ахаль те паллă, анчах, ун шучĕпе, çакă кăна çителĕксĕр. Тӳрĕ кăмăллă, хăйсене йĕркеллĕ тытакан çынсем пулччăр: «Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ вĕсене хăйсен ачисене шанса парать», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.



27 мая 2019
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter