Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестивале савăнăҫлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ

Мероприятия XII Чебоксарского международного кинофестиваля посетили 20 тысяч человекҪу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче  Пĕтĕм тĕнчери  XII-мĕш кинофестивале савăнăҫлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Кăҫал конкурс программине 11 картина тăратнă, вĕсенчен 5-шне Чăваш Енĕн кинематографисчĕсем хатĕрленĕ.

Пурĕ 90 ытла тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем иртнĕ. Уҫă калаҫусем йĕркеленĕ артистсем хăйсене кăмăл тăваканнисемпе. Тĕрлĕ темăсемпе пресс-конференци пулнă.

Кинофорума пурĕ 70 режиссер хутшăннă. Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенчен паллă актерсем, ют ҫĕршывсенчен те ăста продюсерсем, кино ӳкерекенсем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансене чаплă парне туса панăшăн актерсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Уйрăмах, ҫак пулăм Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине халалласа иртнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Республикăра пурăнакансем, мĕн пур хăнасем киносене курса хавхаланнине, уяв мероприятийĕсем 20 пин ытла ҫынна пĕр чăмăра пухнине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрса.  «Ырă кăмăл-туйăм яланах пурăнма хавхалантарать, чĕресене ҫемҫетет. Пĕр-пĕрне ытларах хисеплеме, юратма хистет», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Паллă пулăм тата та Чăваш Ене хăнасене килме чĕнет. «Апла пулсан, эпир сирĕнпе сывпуллашмастпăр, тепре тĕл пуличчен», – тесе кăна калатпăр палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫитес ҫул Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитет, ăна валли те хатĕрленме пуҫланмаллине асăннă Ертӳҫĕ. Юбилей актерсене ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ киносем ӳкерме хавхалантарасса шанса каланă Пуҫлăх. Чăвашсен йăли-йĕркине тĕпе хурса, ӳкерчĕксем хайланассине палăртнă вăл.  

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ангелина Вовка, РСФСР тава тивăҫлĕ артисткине чечексен ҫыххине парса чыс тунă, паллă телеертӳҫĕ яланах савăнăҫ кăмăл-туйăмне пурне те парнеленине палăртнă.   

Чи матуррисем яланхиллех «Анне» статуэткине тивĕҫлĕ пулнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнине вара кăҫал РСФСР халăх артисчĕ Виктор Сухоруков ҫĕнсе илнĕ.  

«Чечеклен, Чăваш Ен! Фестивале яланах упра», – тенĕ хăйĕн тав сăмахĕнче паллă актер.  

Гран-при парнене вара «Семь пар нечистых» фильм тивĕҫнĕ. (Режиссерĕсем: Кирилл Белевич тата Юрий Ильин).

Савăнăҫлă пулăм иртнĕ хыҫҫăн, хăнасем кино курнă, унта шăпах та, Виктор Сухоруков актер вылянă пулнă. Калинкин салтак арҫынсен рольне вылякан чи лайăх актер ятне ҫĕнсе илнĕ, уншăн ăна «Золотой орел» тата «Белый слон»  кинопремине парса хавхалантарнă. 

Фоторепортаж



27 мая 2019
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter