Шупашкарта чăваш поэзийĕн классикĕн черетлĕ çуралнă кунне уявланă

Паян, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче,  Шупашкарта чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Ивановăн черетлĕ, 129-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче вырнаçнă палăк патне çыравçăсем, культурăпа ÿнер ĕçченĕсем, студентсемпе вĕрентекенсем, журналистсем пухăннă. Мероприятие чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пынă.

Литературăпа поэзи уявне республикăн Культура министерстви тата Чăваш Енри профессионал çыравçăсен союзĕ йĕркеленĕ. Кун пирки Чăваш наци конгресĕн пресс-секретарĕ Зоя Яковлева Фейсбукра пĕлтернĕ. Союз ертÿçи, сăмах май, - "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн редакторĕ Лидия Филиппова. 

Пухăннă тÿре-шарапа çыравçă, чăваш тĕнчин ытти хастарĕ поэта хисеплесе ăшă сăмахсем каланă. Вилĕмсĕр поэтăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. 

www.hypar.ru 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
27 мая 2019
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter