«Россия – территория бизнеса. Чувашская Республика» ятлă телепрограмма эфира тухать

В эфир выйдет телепрограмма «Россия – территория бизнеса. Чувашская Республика»Ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ПРО БИЗНЕС телеканалпа тухакан «Россия – территория бизнеса. Чувашская Республика» программăна хутшăннă. Передачăна пуҫласа эфира кăлараҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенче инвестици явăҫтарассипе епле ĕҫлесе пыни пирки телекуравҫăсем патне илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ хыпарсене. Уйăхне передачăна икĕ хутчен хатĕрлеме плана кĕртнĕ.  

Унта Чăваш Енре бизнеса вăй илме йĕркеленĕ условисем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартĕҫ, инвестици проекчĕсемпе паллаштарĕҫ, экономика аталанăвĕ пирки пĕлтерĕҫ, республика ют ҫĕршывсемпе мĕнле килĕшсе ĕҫлени ҫинчен ăнлантарса парĕҫ. Предпринимательсен чи паха ĕҫ опычĕсемпе телекуравҫăсене паллаштарĕҫ.  

Кăларăмра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта наци проекчĕсемпе епле ĕҫлесе пыни ҫинчен каласа панă. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне бизнес сфери витĕм кӳрсе пыни ҫинчен пĕлтернĕ, йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене татса парассипе  пурнăҫланакан мелсене те каланă. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче сывлăх сыхлавĕ, экологи, ҫурт-йĕр, демографи тата ытти нумай ыйтусене хускатнă.

Программăна ертсе пыраканĕсем – Василий Богданов тата Анастасия Белоногова.



28 мая 2019
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter