Чăваш Республикинче предпринимательсен кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти ирттернĕ

Экспорт продукции субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашии в 2018 году вырос почти в 1,5 разаҪу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикинче предпринимательсен кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти ирттернĕ. Паллă пулăм Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕнче пулнă.

Пухăннă ҫынсене професси уявĕпе чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Влаҫăн мĕн пур шайри органĕсен тĕп тĕллевĕ - предпринимательсемшĕн хăйсен  хăвачĕпе туллин усă курмалли лайăх майсем йĕркелесси тенĕ вăл. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине лайăхлатас тата анлăлатас, инвестицисем явăҫтармалли условисем йĕркелес енĕпе тĕрлĕ енлĕн ĕҫлесси тесе каланă Ертӳҫĕ. Кăҫал пуҫласа Чăваш Ен «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуҫарулăхне пулăшасси» наци проектне пурнăҫлас ĕҫе пуҫăннă, ҫакă  ӳлĕмрен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсен шутне сахал мар ӳстерме май парĕ.

Мĕн пур предпринимателе экономикăна тата обществăри социаллă тăнăҫлăха ҫирĕплетес ĕҫе курăмлă тӳпе хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Эсир тăван тăрăха аталантарма, ыр кăмăллăх пуҫарăвĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пулăшни уйрăмах хисепе тивĕҫ тенĕ регион Ертӳҫи.

«Ҫулсерен патшалăх енчен  предпринимательсене пулăшу памалли виҫе хăпарсах пырать, ҫак ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ пысăк витĕм кӳрет», тенĕ Михаил Игнатьев.

Пĕтĕм чунтан бизнесра шанчăклă ĕҫтешсем тупма, Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн пурнăҫлакан мĕн пур тĕллеве тӳрре кăларма ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх суннă пухăннă ентешсене республика Пуҫлăхĕ.

 Сăмах май, регионта паян пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 16 пин предприятийĕ регистрациленнĕ, 30,7 пин уйрăм предприниматель ĕҫлет. Нумай енĕпе вĕсем тăрăшуллă тата йĕркелӳҫĕ пулни экономикăна аталантарма май парать. Ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, бюджетăн тупăш пайĕ пуянланать, таварсемпе пулăшу ĕҫĕсен ассортименчĕ  анлăланать тенĕ вăл. Хаклав тӑрӑх, промышленноҫ производствин индексӗ пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх 1,5 процент чухлӗ ӳснӗ, кӑҫал вара вӑл 105 процентпа танлашмалла. Экспорт тӗллевӗпе ӗҫлекен предприятисен шучӗ ҫуллен-ҫул ӳснине палӑртса хӑварас тетӗп тенӗ вӑл. Пӗтӗм регион продуктӗнчи пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тӳпи 2018 ҫулта, хаклав тӑрӑх, 34 яхӑн процентпа танлашнӑ. 

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева 2020-мĕш ҫулта Раҫҫейре Предпринимательсен ҫулталăкĕ пулма пултарасса шанса каланă. Влаҫ енчен уйăракан тимлĕх малашне тата та вăйлăрах предпринимательсене хăватланма май парасса асăннă. Пурне те уяв ячĕпе саламланă.

Яваплăха туйса ĕҫлекенсене, халăха усă паракан ертӳҫĕсене хисеп туса Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саламланă, малашне те хавхаланса ĕҫлеме вăй-хал суннă.

«Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн» Чăваш Енри обществăлла организацийĕн правленийĕн членĕ, «Деловая Россия» регионти уйрăмĕн ятарлă представителĕ, «Мир камня» ТМЯО генеральнăй директорĕ Марина Аниченкова уява пухăннисене ăшшăн саламланă,  ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Хисепе тиĕҫнисене паллă кун патшалăх наградисене парса хавхалантарнă ертӳҫĕсем. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



28 мая 2019
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter