Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Хусанти Венгрин Генеральнăй консулĕпе Адам Штифтерпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Генеральным консулом Венгрии в Казани Адамом ШтифтеромҪу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Хусанти Венгрин Генеральнăй консулĕпе Адам Штифтерпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Хусанти Венгрин Генеральнăй консульствин экономикăн тулаш ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Акош Мадари, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева,  Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительствин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертӳҫи Александр Погодейкин хутшăннă.  

Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă.  

Михаил Игнатьев Венгрипе кăсăкланнине асăннă, ĕҫлĕ ҫыхăнусене те сарма хатĕррине пĕлтернĕ. Венгри Эгер хули  Шупашкар хулипе пĕрле  кăҫал 550 ҫул тултарнине паллă тăвасса та ĕненетпĕр.    

Ертӳҫĕсем аграри тытăмĕ пирки тĕплĕн канашланă. Чăваш Енре промышленноҫ пайне сарасси пирки сăмахланă.  Промышленноҫ предприятийĕсем хăнасене ытларах шухăша янă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма витĕм кӳрекен условисем пирки чарăнса тăнă. Пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртме яланах пулăшма хатĕррине асăннă. Канаш хулинче те объектсене хута ярсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем сăмаха ҫавăрса.   

Республика кунĕ тата Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хутшăнма чĕнсе каланă хăнасене, Чăваш Енпе тĕплĕрех паллашма май пуласса та палăртнă.  

Венгри консулĕ республика Пуҫлăхне икĕ енĕшĕн те усăллă çыхăнусем йĕркелеме тăрăшнăшăн тав тунă.

Фоторепортаж



29 мая 2019
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter