Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Ли Хуэйран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕнчи Китай Халăх Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Ли Хуэйран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.  Унта сумлă ертӳҫĕ Шупашкарта,  федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвне ҫав тери пысăк шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн республика ертӳлĕхне ырласа ҫырнă. РФ Китай Халăх Республикин Патшалăх канашĕн членĕ Ван Юн тата ларăва хутшăннă мĕн пур хăна регионти паллă пулăм пирки ырăпа асăннине хыпарланă, пурин кăмăлне те ҫĕкленине пĕлтернĕ.

«Хамăр енчен, Сире тата Сирĕн командăна мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тăватăп. Регионсен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене малашне те сарса пырасса ĕненетĕп. Раҫҫей тата Китай хушшинчи килĕшӳ вăй илсе аталанса пырасса та шанатпăр. Пĕрле тăрăшса килĕшсе ĕҫлесен ҫитĕнӳ пулать», тенĕ тав ҫырăвĕнче.

Кĕске вăхăт хушшинчех, ҫӳлерех палăртнă мероприятийĕн пĕлтерĕшĕ хăватлансах пынине асăннă ҫырура. Икĕ регион хушшинче ӳлĕмрен те наукăпа техника, культура, спорт, строительство, ял хуҫалăхĕпе экономика аталанса пырасса каланă сумлă ертӳҫĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шыв хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн ларăвĕ малашне тата та пысăк утăмсем туса пыма пулăшасса палăртнă.

«Китай халăх Республикинчи регионсемпе Чăваш Ен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырасса ĕненетпĕр. Сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, Сирĕн сĕнĕвĕрсене эпир яланах тĕпе хурса пыма хатĕр. Ҫирĕп сывлăх, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе палăрма сунатпăр Сире», тенĕ  тав ҫырăвĕнче РФ Китай Халăх Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Ли Хуэй



29 мая 2019
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter